28 апреля 2017 г.
Тĕмер шкулĕнче М.В.Хвостова халалласа волейбол турнирĕ иртрĕ.
Миша шкулта чухнех спортпа туслă пулнă. Футболла, волейболла вылянă, çурран чупса яланах малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Тĕмер ветеранĕсен волейбол тата футбол командисен членĕччĕ вăл. Ялти çамрăксене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хавхалантарса ăмăртусене явăçтарма тăрăшатчĕ. Тăвай шкулĕнчи кадет класĕнчи ачасене волейбол вăййин вăрттăнлăхĕсемпе сахал мар паллаштарнă. Çамрăклах уйрăлчĕ пирĕнтен юратнă çыннăмăр.
Турнира Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.В.Чайкин уçрĕ, спорт уявĕ ячĕпе саламларĕ. Унтан вĕренÿ пайĕн начальникĕ О.А.Ломоносов, Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.И.Иванов, шкул директорĕ А.А.Николаева, хресчен фермер хуçалăхĕн ертÿçи С.В.Хумышев сăмах илчĕç.
6 команда хушшинче (Пуянкасси, Тушкил, Тăрмăш, Тăвай, Тĕмер çамрăкĕсем, Тĕмерти спорт ветеранĕсем) хĕрÿ те илĕртÿллĕ вăйă пуçланчĕ. Волейболистсем ăста выляни пухăннисене тыткăнларĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре пуянкассисене çитекен пулмарĕ. 2-мĕш вырăна Тĕмер ветеранĕсен команди çĕнсе илчĕ. Тăрмăшсем - 3-мĕш вырăнта.
Мала тухнисене медальсемпе грамотăсем, пылак çимĕç парса чысларĕç.
Турнир йĕркелеме пулăшнăшăн Михаилăн ашшĕпе амăшĕ - Василий Ивановичпа Елизавета Петровна Хвостовсем, унăн мăшăрĕ Елена Ивановна, çывăх тăванĕсем Сергейпе Александр Хумышевсене, Борис Алексеева, Эдуард Максимова, Виталий Краснова, Альбина Николаевапа Борис Емельянова тав сăмахĕ каларĕç. Командăсене, курма пуçтарăннисене те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кун-çул сунчĕç.