АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăнти хăй тытăмлăх - обществăн демократи никĕсĕ

25 апреля 2017 г.

Вырăнти хăй тытăмлăх - обществăн демократи никĕсĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен кунне халалланă савăнăçлă мероприятие хутшăннă. Унта çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем тата Патшалăх Канашĕн депутачĕсем пулнă.
Михаил Игнатьев пур районсен, хуласен пуçлăхĕсене тата депутатсене, муниципалитет служащийĕсене, администрацисенче ĕçлекенсене халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă. Регион Пуçлăхĕ çакна палăртнă: професси уявĕ итогсене пĕтĕмлетмешкĕн тата малашлăх валли тĕллевсем палăртмашкăн лайăх май пулса тăрать. Пирĕн пĕрлехи ĕçĕн эффективлăхĕ çинчен ĕç кăтартăвĕсем хăйсемех каласа параççĕ. Çапла наци рейтингĕн итогĕсем тăрăх, пирĕн Чăваш Ен инвестицисен илĕртÿлĕхĕн рейтингĕ-нче федерацин 85 субъекчĕ хушшинче 6-мĕш вырăн йышăнать, граждансен хăйсен тата вĕсен пурлăх интересĕ-сене хÿтĕлессипе - 16-мĕш вырăнта.
“Йывăрлăхсене пăхмасăр, эпир сирĕнпе пĕрле çамрăксене пурнăçра харпăр хăйне тупма, аталанма, условисем туса паратпăр, çĕнĕ производствăсем тата пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хута яратпăр”, - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ветеранĕ-сене те çамрăксене патриотла воспитани пама, кăмăл-сипет пахалăхĕсене упраса хăварма тата çирĕплетсе пыма тÿ-пе хывнăшăн тав тунă.
ЧР муниципаллă йĕркеленÿ-сен Канашĕн правлени председателĕ, Элĕк районĕн администраци пуçлăхĕ Александр Куликов, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов вырăнти влаçсем татса паракан задачăсем çынсене çăмăлрах та хăтлăрах пурăнма пулăшнине, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем демократиллĕ обществăн никĕсĕ пулса тăнине палăртнă.
Юлашкинчен хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсене наградасем парса хавхалантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика