25 апреля 2017 г.
Муркашри “Сывлăх” спорт шкулĕнче хĕрарăмсен командисем хушшинче волейболла выляссипе республикăри турнир иртнĕ. Ăна кăçалхи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă.
Ăмăртусене муркашсемсĕр пуçне Элĕк, Тăвай тата Куславкка районĕсем хутшăннă.
Спортзал кĕрлесе çеç тăнă. Нихăшĕ те пĕр-пĕрне парăнасшăн пулман. Çивĕч кĕрешÿре спортзал хуçисен виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тивнĕ. Куславккасем çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăна тухнă пирĕн район командинчи Елена Алексеева, Татьяна Волкова, Марина Захарова, Елена Иванова, Татьяна Иванова, Светлана Михайлова, Наталья Петрова, Лидия Шоркина ăнăçлă вылянă.