АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнкуна чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр…

25 апреля 2017 г.

Нумаях пулмасть ялти ватăпа Людмила Тимакова_Даниловапа калаçма тÿр килчĕ. Хăйĕн ачалăхне куç умне кăларчĕ.
“Эпĕ 1938 çулхи августăн 12-мĕшĕнче Сăхăтпуç ялĕнче çуралнă. Савăнмаллипе хурланмалли чылай пулчĕç пурнăçра. Пирĕн вăхăтра кашни çемьере 5-6 е ытларах ача ÿснĕ. Мăнкуна чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Килте тĕртнĕ пуставран анне кĕпе çĕлесе паратчĕ. Шел, вăл çут тĕнчерен çамрăкла уйрăлчĕ. Атте Канашран çĕнĕ çăпата хуçса килетчĕ. Эпир мунчаран çăвăнса тухсан анне çĕнĕ кĕпе тăхăнтаратчĕ. Ирпе анне пĕçернĕ пĕлĕм шăршипе ыйхăран вăранаттăмăр. Мăнкунччен çăмарта тутине пĕлмен. Уявра çисе савăнаттăмăр вара, - сÿтрĕ вăл калаçу çăмхине. Атте Канашран туянса килнĕ канихветсене кашнине виçшер валеçсе паратчĕ. Вăт савăнăç пулнă ача-пăчашăн. Епле манăн çав вăхăтсене!
Атте вăрçăра пулман, ăна “бронь” панă. Чукун çул çинче ĕçленĕскерĕн вакунсемпе пăравуссене вăхăтра фронта тĕрĕс-тĕкел ăсатмалла пулнă. Вăхăчĕ çитменрен, киле час-час çÿреймен. Вăл килессе кĕтсе чÿ-речерен тинкереттĕмĕр. Çуркунне пиртен çĕленĕ сумка тыттарса вăрмана ертсе каятчĕ, вĕлтĕрен, серте тататтăмăр. Çак курăксене вĕтетсе яшкана янă. Пахчара та тĕрлĕ курăк ÿснĕ. Çимелли çитменнипе пайтах нушаланнă эпир. Çĕр улми шăтасса кĕтнĕ, кăшманпа унăн çулçисене яшкана янă, кăштах çăнăхпа çăратнă. Çуркунне Валентина аппа тантăшĕсемпе уя тухса шăннă çĕр улми пуçтарса таврăнатчĕ, анне вĕсенчен икерчĕ пĕçеретчĕ. Çаксем те пире тутлă туйăннă...
Тăхăнмалли тумтир те çителĕклĕ пулман. Çăпата кантри татăлса кайса пылчăкпа варалансан, алла лекнĕ япалапа çыхса янă та çитес çĕре çитнĕ. Астăватăп, пирĕн ĕне пурччĕ. Ăнсăртран кĕтÿрен кÿпĕнсе килсе пÿрт умĕнчех вилсе кайрĕ. Анне йĕрет, эпир юнашар тăратпăр.
-Эй, ачасем валли пĕр курка сĕт юлмарĕ вĕт! - тет хурланнипе анне. Çав вăхăтра сĕт, çу, çăмарта, сурăх пулмасан та налук тÿлеттернĕ. Хăть ăçтан тупса пар! Владимирски уявĕ тĕлнелле, хамăрăн шкула кайма хатĕрленмелле, пире те уя ыраш вырма хăвалаççĕ. Пĕчĕк пулнăран тырă çÿллĕ туйăннă, çурлапа вырса илме вăй сахал, мĕн чухлĕ вырнине кам пĕлсе çитерĕ; Хĕвел тухăçран курăннă тĕле уя çитмелле, каçпа çурçĕр çитеспе кăна киле утнă. Тăхăнмалли çук, çăпатасем çĕтĕлсе тухаççĕ. Ырашне вырса пĕтерсен урпа, тулă, сĕлĕ уйĕсене куçнă. Шкула каясса чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Уроксем хыççăн киле çитсе сумкăран кĕнекесене кăларса хунă та уя пучах пуçтарма ертсе тухатчĕç. Валя аппа асли пулнă, çамрăклах лашапа çÿреме вĕренчĕ, килти ĕçсем те ун çине ытларах тиеннĕ. Анне чирлесе вилчĕ, ултă ача тăлăха юлтăмăр...”.
Людмила Ивановнапа вăл шкулта вĕреннисене аса илтĕмĕр, ача чухнехи сăн ÿкерчĕксене пăхрăмăр. Çирĕп сывлăхпа вăрăм кун-çул сунса тухрăм килĕнчен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика