АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иммунитет эрни ирттересси çинчен

25 апреля 2017 г.

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацин Европа бюровĕ пуçарнипе пирĕн çĕршывра 2007 çултанпа çуллен иммунитет эрни ирттереççĕ (ЕИЭ).
Унăн тĕллевĕ - инфекци чирĕсене хирĕç тăма пулăшакан прививкăсем пирки çынсен пĕлĕвĕсене ÿстересси, ачасен сывлăхĕ пирки тăрăшасси.
Кăçал Европăри иммунитет эрнине апрелĕн 24-30-мĕш кунĕсенче йĕркелеççĕ.
Прививка мĕннине пур ашшĕ-амăшĕ те пĕлет. Анчах ачана инфекцие хирĕç кĕрешме укол тутарма вăхăт çитсен, вĕсен иккĕленÿ çуралать. Кунта тĕлĕнмелли çук. Укол туса инфекци чирне хирĕç тăма пулăшнипе ачасем ерекен мурсемпе питĕ сайра аптăраççĕ.
Ак, çĕр çинчи халăхпа инфекци чирĕпе кĕрешмелли массăллă программа ирттерни кăна чеччене пĕтерме май панă. Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ 80-мĕш çулсенче чечче чирне тĕп тунă тапхăр, тесе çирĕ-плетме пулать çапла. Халь черетре хĕрлĕ шатрана, хĕрлĕ-хене, полиомиелита, паротита, В гепатита пĕтерес тĕллев тăрать.
Шатра, папиллома, Зонне дизентерийĕ тата ытти час-часах тĕл пулакан чирсене хирĕç вакцина туса хатĕрленĕ ĕнтĕ.
Акă, прививка туман тапхăртипе танлаштарсан, пĕлтĕр коклюшпа чирлесси 180 хут, эпидпаротитпа - 118, хĕрлĕхенпе 2500 хут, дифтерипе - 225 хут, хĕрлĕ шатрапа чирлесси 75 хут чакнă. Республикăра 1986 çултанпа полиомиелита регистрацилемен, шăнăр туртса аптранине - 1990 çултанпа.
Прививка вăхăтра тăвасси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Хăш-пĕрисем çак ырă ĕçрен пăрăнма тăрăшаççĕ. Укол туманнисем хушшинче - час-часах чирлекен ачасем. Шăпах вĕсем ерекен чирсене аран-аран парăнтараççĕ. Çавнашкал ывăл-хĕ-рсене аслисем хăрушă чир умĕнче хÿтлĕхсĕр хăвараççĕ. Ашшĕ-амăшĕн кунта ытларах врачсене шанмалла, йывăр лару-тăруран епле тухмаллине лайăх пĕлеççĕ сывлăх хуралçисем.
Прививка тутарнă пациентсем те чирлеме пултараççĕ, анчах - сайра, тата чире хире-хирĕç вĕсен организмĕ лайăхрах кĕрешет, çăмăлтарах парăнтарать çакланнă мура, йывăрлăх паллисем те юлмаççĕ чир хыççăн.
Профилактика прививки тусан, хăш-пĕрисен кĕске вăхăта ÿт хĕрелсе шыçма пултарать, температура ÿсет, ача хăйне начар туять самантлăха.
Раççей Федерацийĕн профилактика прививкисен наци календарьне 12 инфекци чирне хирĕç кĕрешессине кĕртнĕ ?В гепатит, туберкулез, дифтери, шăнăр тытни, хĕрлĕ шатра, хĕрлĕхен, пневмококкпа гемофили инфекцийĕ, грипп/. Наци календарьне çĕнетсех тăраççĕ. Хальхи вăхăтра шатра чирне, менингок инфекцине, çын папилломин вирусне, Зонне дизентерине, ротавирус инфекцине хирĕç кĕрешме пулăшакан вакцинăсене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ.
Туляреми, чума, çĕпĕр язви, бруцеллез, урнă чир, лептоспироз, энцефалит вирусĕн сăвăсне, сив чир, сарă сив чир, халер, тиф, А гепатит, шигеллез чирĕ, менингок инфекцийĕ, ротавирус инфекцийĕ - çакнашкал чирсене хирĕçлемелли профилактика прививкисем кĕртнĕ календарь те туса хатĕрленĕ.
Пĕлтĕр профилактика прививкисен наци календарьне пурнăçланă май халăх иммунитетне çирĕплетмелли уколсем тăвасси вăтам шайра пулса иртнĕ. Шел, прививка тутарассинчен пăрăнакансем çук мар.
Ерекен йывăр чирсенчен малтанах асăрханмалла кайран асапланмалла ан пултăр тесен. Вĕсене хирĕç кĕрешекен эффективлă вакцинăсем пур халь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика