25 апреля 2017 г.
Чутейре пĕрремĕш класран пуçласа тăваттăмĕшне çитиччен “5” паллăпа çеç вĕренекен ачасенчен пĕри - Вика Краснова. Пĕр класрисем унпа мăнаçланаççĕ. Тавракурăмĕ пысăк унăн. Куç ан ÿктĕр те, чăннипех те маттур вăл. Çакна тĕслĕхсемпе те çирĕплетме пулать.
Виктория çулсерен районта иртекен тĕрлĕ конкурссене - тĕпчев ĕçĕ-и, ÿкересси-и, юрласси-и - хутшăнса темиçе хут та çĕнтерÿçĕ пулса дипломсем илме тивĕçлĕ пулнă.
Сасси те питĕ çепĕç унăн. 2013 çултанпа “Тăвай çăлтăрĕсем” конкурсра малтисен хушшинче. Викăна килĕшекен ĕç нумай: ÿкерме, çĕлеме, çыхма ăста. Çут çанталăкăн чи çывăх тусĕ вăл. Уйрăмах алла вĕреннĕ кăсăясем хĕр ачана савăнăç кÿреççĕ.
Ун çинчен класс ертÿçи Алина Николаевна Орлова та ырă сăмахсем çеç калать: “ Викăпа мĕн пĕчĕкрен, шкул çулне çитмен чухнех ĕçлеме пуçланă. Пĕр кун та сăлтавсăр шкултан юлса курман. Лăпкă, сăпайлă, пур ĕçре те хастар, класри ачасем те унăн татăклă сăмахĕпе килĕшеççĕ.
Пĕлтĕр вырăс чĕлхипе районта иртнĕ олимпиадăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, республика шайĕнче çĕнтерÿçĕсен шутне кĕрсе шкул, район чысне хÿтĕлерĕ. Космонавтика кунĕнче “Космос зовет” ăс-тăн вăййинче ?20 ыйтуллă викторинăра/ пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
Вĕренÿри, пурнăçри çитĕнĕвĕсемшĕн пуринчен ытла амăшне Любовь Геннадьевнăна тата хăйне вĕрентекенсене тав тăвать.