21 апреля 2017 г.
.jpg)
Пĕтĕм Чăваш Енри пекех, хальхи юнкун пирĕн районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп темисем _ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсем тата 2017 çулхи пĕрремĕш кварталта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи указĕсене пурнăçлассипе епле ĕçлени çинчен. Унсăр пуçне информаци кунĕнче ку вăхăтпа тÿрремĕнех çыхăннă ыйтусене те тимлĕхсĕр хăварман. Сăмахран, çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттересси, экологи субботникĕсем, Йывăç кунĕн çурхи тапхăрне йĕркелесси, ялсене, çулсен айккисене, масарсене типтерлесси, йĕркене кĕртесси.
Пĕрлехи информаци кунне ирттерме района Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн заместителĕ Владимир Кузюков ертсе пыракан ушкăн килнĕ. Информушкăн членĕсем малтанах район администрацийĕн пĕчĕк залĕ-нче администрацинчи муниципаллă служащисемпе тĕл пулнă, вĕсемпе маларах асăннă темăсене тата районта пурăнакансем тĕлпулусенче тăтăшрах хускатакан ыйтусене сÿтсе явнă.
Владимир Кузюков кăçалхи апрелĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет туса панине аса илтернĕ. Унта регион Пуçлăхĕ “Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хальхи кăткăс условисенче те регионăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе кирлĕ мерăсен комплексне пурнăçлассине тивĕçтерчĕ тата палăртнă задачăсене ăнăçлă татса пама пултарчĕ”, - тенĕ.
Чăваш Енре виçĕ çултан аслăрах ачасен ача сачĕсенчи черетне пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра шкулчченхи вĕренĕве 78 процентне явăçтарнă.
Бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçи ÿснĕ.
Чăваш Енре ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăну тытăмĕ çĕнелсе пырать. Унпа халĕ республикăри пур влаç тытăмĕ те çыхăннă. “Цифрăсен танмарлăхне пĕтересси” проекта пурнăçа кĕртнĕ май, 2018 çул тĕлне ялсенче пурăнакан халăхăн чĕрĕкне яхăн ?23 проценчĕ/ пысăк хăвăртлăхлă интернетпа усă курма тытăнĕ.
Федерацин Атăлçи округĕ-нчи регионсем хушшинче Чăваш Енĕн промышленноç производствин хăвăртлăхĕ чи пысăкки - 107,6 процент. Республикăри предприятисем тиесе ăсатнă таварсен калăпăшĕ 12,1 процент ÿснĕ.
Чăваш Ен граждансен хăйсен тата вĕсен пурлăх интересĕсене хÿтĕлессипе çĕршыври регионсем хушшинчи рейтингра 16-мĕш вырăнта. Чăваш Ен - социаллă çирĕп регион. Республикăра çитĕ-некен ăрăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ çулхи ĕç итогĕсем экономикăпа социаллă пурнăç сферинче ырă туртăмсем ытлараххине кăтартса параççĕ.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 598-606 номерлĕ указĕсене 2017 çулхи пĕрремĕш кварталта епле пурнăçланине те сÿт-се явнă.
Тăвай районĕн администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке РФ Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи указĕсене пурнăçа кĕртсе пырса, районта 2017 çулхи I кварталта социаллă пурнăçпа экономика, вак тата вăтам бизнес, çынсен пурнăç условийĕ-сем, вĕсене валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хурасси малалла аталанса пынине палăртнă. Пĕрремĕш кварталта выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси сĕтпе 106,6, аш-какайпа 112,5 процент ÿснĕ. Çуракине хатĕрленесси начар мар пулса пырать. Вăрлăхсем çителĕклĕ, элитăпа супер элита тата пĕрремĕш репродукциллĕ вăрлăхсем пурĕ 290 тонна туяннă. Дизель топливи кирлĕ хисепĕн 98 проценчĕ пур. Минераллă удобренисем хатĕрлессипе малалла ĕçлеççĕ. “Акконд-агро фирма” обществăра пĕтĕмĕшле хакĕ-пе 60 млн. тенкĕлĕх, 5 ĕç вырăнĕллĕ инвестици проектне ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ, проект ячĕ - “Талăкра 30 тонна таран сĕте ĕçлесе хатĕрлемелли цеха малта пыракан технологисемпе усă курса реконструкцилесси тата модернизацилесси”. Районта инвесторсене явăçтарма ирĕклĕ çĕр участокĕсем йĕркеленĕ тата вĕсене пĕрлехи информаци ресурсне кĕртнĕ.
Владимир Алексеевич районта ялсене тирпей-илем кĕртессипе, ирĕк илмесĕр туса хунă свалкăсене пĕтерессипе, йăлари хытă каяшсене турттарса тухассипе ĕçсем пыни çинчен те каланă.
Информушкăнсем ĕç коллективĕсене çитсе çынсемпе тĕлпулусем йĕркеленĕ. Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн заместителĕ Владимир Кузюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тата надзорпа профилактика ĕçĕсен пай начальникĕ Владимир Михайлов Тĕмер ял тăрăхне çитсе ял администрацийĕнче ĕçлекенсемпе тата Тĕмерти вăтам шкулти учительсемпе тĕл пулнă, информаци кунĕнчи темăсене тата ытти ыйтусене сÿтсе явнă. Учительсем çулсене пăхса, юсаса тăрассине лайăхлатма ыйтнă.
Кармал çывăхĕнчи çырмари, хутлăхсенчи, харпăр хăй кил хуçалăхĕнчи ăпăр-тапăра тиесе илсе тухассине йĕркелес, вĕсенчи хăш-пĕр япаласем çынсен сывлăхне сиен кÿме пултарасси пирки те калаçнă.
Район пуçлăхĕ - “Тăвайри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци” бюджетлă учреждени начальникĕ Александр Шакин, патшалăх ветеринари службин ертÿçин заместителĕ - Патшалăхăн Чăваш Республикинчи тĕп ветеринари инспекторĕ Николай Харитонов тата Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Сормов “Салагаевский” СССПКра ĕçлекенсемпе курса калаçнă, “Салагаевский” кооператив ĕçĕпе паллашнă, информаци кунĕ-нчи темăсене тĕпе хунă, Николай Харитонов предприяти ĕçне йĕркелессипе сĕнÿ-сем панă. “Салагаевский” СССПК кăçалхи апрелĕн 7-мĕшĕнченпе ĕçлет. Вăл ĕне сĕчĕ пухса сивĕтсе сутассипе тимлет, талăкра 15 тонна таран сĕт йышăнса ăсатать. Сутăн илекен сĕтĕн хакĕ çынсене тивĕçтерме кирлине кăтартса панă. Предприяти председателĕн Л.И.Григорьевăн планĕнче сĕте ĕçлесе хатĕрлессине йĕркелесси те тăрать.
Экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Любовь Берилло, ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ Наталия Яхатина пĕрлехи информаци кунĕпе пăхнă темăсене Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнче ĕçлекенсемпе тата ялти вăтам шкулта вĕрентекенсемпе пĕрле пăхса тухнă. Ял тăрăхĕ-нчи çынсем йышăнман çĕр пайĕсене йĕркелессипе тата вĕсене ял хуçалăх çаврăнăшне кĕртессипе интересленнĕ. “Халăх инвентаризацийĕ” акципе иртекен мероприятисем те, халăха тÿлевсĕр юридика пулăшăвĕпе тивĕçтересси те кăсăклантарнă вĕсене.
Пĕрлехи информаци кунĕ-нче çынсем хускатнă ыйтусене шута илнĕ, вĕсене пăхса тухса кирлĕ йышăнусем тума тивĕçлĕ инстанцисене çитереççĕ.
Район администрацийĕн çуртĕ-нче 12 сехет те 30 минутран пуçласа граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.