АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçлă лару-тăрура

21 апреля 2017 г.

Районти культура çуртĕнче вырăнти хăй тытăмлăх кунне савăнăçлă лару-тăрура паллă тунă. Тăвай районĕпе райадминистраци пуçлăхĕсем Александр Шакинпа Владимир Ванерке, райадминистраци представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, вырăнти влаç органĕсен ветеранĕсем, районти депутатсем, активистсем хутшăннă.
Тăвай районĕн тытăмĕнче муниципалитетăн 11 йĕркеленĕвĕ, вĕсенче 67 служащи тăрăшать.
Пухăннисене професси уявĕпе В.А.Ванерке саламланă. “Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен кашни сфери кал-кал, тикĕссĕн, халăхпа çыхăнса ĕçленинчен килет пурнăç пахалăхĕн шайне ÿстересси. Çак кун вăл - çĕршыв, район аталанăвĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн вăй-хала шеллемесĕр тăрăшакансен уявĕ. Сире пурне те сывлăх, ĕçре ăнăçу, тăнăçлăх, ырлăх сунатăп”, - тенĕ Владимир Алексеевич.
Вырăнти хăй тытăмлăхне аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн Валентина Куприянована, Николай Александрова (Чутей ял тăрăхĕ), Людмила Сергеевана (Енĕш Нăрваш), Надежда Алексеевана, Людмила Бараматована (Тăрмăш), Татьяна Ефимована (Çĕнĕ Пуянкасси) ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Совечĕн Хисеп грамотипе наградăланă. 
Общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн Александра Иванована (“МФЦ” АУ), Любовь Константинована (Тушкил ял тăрăхĕ), Любовь Николаевана (Енĕш Нăрваш), Андрей Павлова (Элпуç ял тăрăхĕ), Галина Черзорована ?Сăхăтпуç/, Татьяна Чичканована (райадминистраци) район администрацийĕн Тав çырăвне панă.
Людмила Матросова (Тăрмăш), Светлана Михайлова (Енĕш Нăрваш), Николай Шартов (Чутей) депутатсем, Екатерина Перцева специалист-эксперт (райадминистраци) “Единая Россия” партин регионти уйрăмĕн Тавне тивĕçнĕ.
Чăваш патшалăх филармонийĕн “Çеçпĕл” эстрада ансамблĕ район çыннисене концертпа савăнтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика