21 апреля 2017 г.
Иртнĕ çул Чăваш Республикишĕн паллă пулăм - монохуласене аталантарма пулăшакан фондпа килĕшÿ хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Канаш хулинче инфратытăмăн виçĕ объектне финанс тĕлĕшĕнчен хушса тÿлекен пулăшу пирки асăнса хăварнă. “Канашра инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕрĕç. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 8,4 миллиардпа танлашать. Халăх валли пин çурă çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулĕ”, - тесе палăртнă регион Пуçлăхĕ. “Монохула” приоритетлă программăпа килĕшÿллĕн, Чăваш Республикинчи пилĕк хулана - Улатăра, Канаша, Сĕнтĕрвăррине, Çĕнĕ Шупашкара тата Çĕмĕрлене - пулăшу пама палăртнă. Çак муниципалитетсен ĕç хучĕсене кирлĕ пек шайра хатĕрлесе çитермелле. Инфратытăма аталантарма пахалăх тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайри проектсем йышăнмалла.
“Республикăри çÿлерех асăннă хуласенче 2018 çулта çулталăк вĕçленнĕ тĕле халăх валли ултă пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрлеме, 10 млрд тенкĕлĕх инвестици хывма палăртнă”, - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.