21 апреля 2017 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 72 çул çитнине йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе туса хунă оргкомитетăн ларăвĕ иртнĕ.
Районта Майăн 9-мĕшĕнче е умĕнхи кунсенче ирттерме палăртнă мероприятисемпе комитет председателĕн çумĕ, вĕренÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов паллаштарнă. Тыл ĕçченĕсене асăнса лартнă стела умĕнче митинг, ветерансен парачĕ, “Тăрмăш_Тăвай” маршрутпа çăмăл атлетсен чупăвĕ иртĕç. “Живи и помни” патриотла юрăсен фестивалĕ, “Георгий хăйăвĕ”, “Асăну çурти”, “Вилĕмсĕр полк”, “Салтак пăтти”, “Çĕнтерÿ вальсĕ”, “Çĕнтерÿ салючĕ” тата ытти акцисем йĕркелеççĕ.
Ларура район больницин тĕп врачĕ Наталия Мефодьева кашни вăрçă участникĕн сывлăхне тĕрĕслесех тăнине пĕлтернĕ.
Раççей Президенчĕн “Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçă участникĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен” указне мĕнле пурнăçлани çинчен халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пайăн тĕп специалист-эксперчĕ Татьяна Разина чарăнса тăнă. Районта 15 вăрçă участникĕпе инваличĕ, 298 тыл ĕçченĕ, 64 салтак арăмĕ пурăнать. Паянхи куна 168 ветеран - 44 вăрçă участникĕпе инваличĕ, 124 салтак арăмĕ çурт-йĕр туянма е тума тÿлев илнĕ. Указпа килĕшÿллĕн районта ветерансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас ыйтăвне татса панă.
Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр вăрçăпа тыл ветеранĕсен йăлари условийĕсемпе интересленсе тăнине, май килнĕ таран çурчĕсемпе хваттерĕсене юсав тума пулăшнине, консультацисем пама тăрăшнине палăртнă.
“Аслă ăру çыннисемшĕн Çĕнтерÿ уявне паллă тунă кунсенче кăна мар, куллен тимлемелле, - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. -“Вилĕмсĕр полк” акцине пурте хутшăнар. Вăрçă хирĕнчен таврăнайман е килсен вилнĕ, çав çулăмлă çулсене тÿссе ирттернĕ çынсене асăнса вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене йăтса утасси йăларан ан тухтăр. Çĕнтерĕве çывхартнисем яланах асра пулччăр”.
Вăл çавăн пекех уява ирттерес тĕлĕшпе тĕрлĕ служба ертÿçисене хушусем панă.