19 апреля 2017 г.
Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче çĕрле республикăри мĕнпур чиркÿсенче Мăнкун уявне халалласа кĕлĕсем иртнĕ. Пурĕ 175 чиркÿре 30 пин ытла çын пуçтарăннă. Уявччен маларах хуласемпе районсенче куравсем, субботниксем, ытти мероприятисем иртнĕ. Çынсем массăллă пуçтарăнакан вырăнсенче ШĔМн 600 ĕçченĕ хăрушсăрлăхпа тивĕçтернĕ. Росгварди сотрудникĕсем, халăх дружинникĕ-сем, ытти йĕркелĕх службинчисем çак ĕçе хастар хутшăннă. Нимĕнле кăлтăк та, йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман.
Кану кунĕсенче иртнĕ Мăнкун уявĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи пурнăç таппинче çынсем кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ырă енне улшăнса пынине, çĕршывра халăхсем пĕр-пĕринпе килĕшсе туслă пурăннине каланă.
“Раççей Президенчĕ Владимир Путин Вырăс православи чиркĕвĕн витĕмлĕхне пысăка хурса хаклать. Çемье туприне упраса çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пани чи пахи. Тĕлли-паллисĕр асар-писер çынсене хамăр çывăха яма юрамасть. Халăхăн ыранхи куна шанса ĕненсе пурăнмалла. Пирĕн малашне те çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн çине тăрса ĕçлемелле”,- тенĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнапа тата ывăлĕ-пе Иванпа Шупашкарти Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă. Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава кĕлĕ ирттернĕ.
Чăваш Наци телевиденийĕ тÿрĕ эфирпа Мăнкун каçĕн кĕллине халăх патне çитернĕ.
Районти чиркÿсенче те çутă уяв ячĕпе службăсем иртнĕ. Енĕш Нăрвашра кĕлĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, ЧР сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ Светлана Ананьева пулнă.