19 апреля 2017 г.
Чăваш кĕнеке издательствинче Левтина Марьен “Венчете санпа тăрасчĕ...” кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Унта лирикăллă сăвăсем, калавсемпе пьесăсем кĕнĕ. “Çак кĕнекере манăн пурнăçăм - ачалăхăм, юратăвăм, тăван ялăм сăнарланнă, юратнă ачамсене пиллесе каланă сăмахсем кашни вулакан чĕринче тарăн йĕр хăварасса шанас килет”, - тет Левтина Марье ?Алевтина Никитична Нестерова/.
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хурапха ялĕнче 1945 çулта çуралса ÿснĕскер, çак тăрăха чылай сăвă халалланă. Тăван кĕтесе аса илсе тунсăхлать, ун илемĕпе мухтанать. Атте-аннене, Тăван çĕршыва, чăваш чĕлхине хисеплемелле тата юратмалла текен шухăш кашни хайлавĕнче сисĕнет.
Лирикăлла сăвăсенче автор чун тасалăхне, туслăхпа юратăва упрама чĕнет. Кĕнекере çавăн пекех сатирăпа юмор жанрĕпе çырнă калавсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсенче автор пурнăçра çăмăл çулпа утакансене питлет. Кĕнекене тĕрлĕ çулсенче ачасемпе çитĕннисем валли çырнă 17 пьеса кĕнĕ. “Венчете санпа тăрасчĕ...” кĕнекене илсе вулама сире библиотекăсенче кĕтетпĕр.