АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телепроектăн çĕнĕ кăларăмĕ

14 апреля 2017 г.

Апрелĕн 18-мĕшĕнче “Чувашия” ПТРК тата Чăваш наци телерадиокомпанийĕ телекуравçăсен умне “Приложение силы” çĕнĕ телепроектăн иккĕмĕш кăларăмне эфира кăлараççĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнать. Программăн тĕп теми - обществăпа патшалăхăн вăйĕсене республикăра пурăнакансемшĕн пĕрлештерни.
Телепроектăн иккĕмĕш кăларăмне пур вăхăтшăн та актуаллă сывлăх сыхлав темине халалланă.
Программăна ертсе пыраканĕ-модераторĕ - Сергей Ломакин журналист тата режиссер, Раççейĕн Обществăлла телевиденийĕн регионсене хыпарсем пĕлтерекен тата ятарлă проектсен дирекцийĕн директорĕ.
Малтанах асăннă проектăн иккĕмĕш кăларăмĕ çинчен “Советская Чувашия” хаçата вулакансем пĕлчĕç, унăн страницисенче апрелĕн 13-мĕшĕнчех программăра хускатнă чи кăсăклă ыйтусем пичетленчĕç.
“Приложение силы” телепроект премьерине апрелĕн 18-мĕшĕнче 09.00 сехетре “РОССИЯ 1”, апрелĕн 22-мĕшĕнче 19.00 сехетре “РОССИЯ 24” телеканалсен регионти эфирĕсенче пăхма пулать.
Чăваш наци телевиденийĕпе программăна апрелĕн 18-мĕшĕнче 20 сехет те 30 минутра кăтартаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика