АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿрĕ эфирта - Мăнкун кĕлли

14 апреля 2017 г.

Апрелĕн 16-мĕшĕнче православи тĕнне тытакансем хăйсен тĕп праçникне _ Иисус Христос çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă чи çутă уява паллă тăваççĕ. Çак кун йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш Ен чиркĕвĕсенче Мăнкун кĕллисем иртеççĕ. 
Вырăнти влаç органĕсен ертÿçисен прихожансене уява хăтлăхпа, хăрушсăрлăхпа кĕтсе илме пĕтĕм условисем туса памалла. Уяв мероприятийĕсем иртекен вырăнсенче маларахах террора хирĕçле мерăсем йышăнассине вăйлатмалла.
Чăваш Республикин ШĔМчен пĕлтернĕ тăрăх, çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк чиркÿсене кĕнĕ çĕре мăнкунчченех металл шыракан хатĕрсем вырнаçтараççĕ.
Апрелĕн 15-16 каçĕнче Чăваш наци телевиденийĕ Шупашкар хулинчи Покровпа Татиана соборĕнчен Мăнкун кĕллине тÿррĕн кăтартассине йĕркелет. Уяв службине Чăваш митрополичĕн Пуçлăхĕ, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава ирттерет. Тÿрĕ эфир апрелĕн 15-мĕшĕнче 23.00 сехетре пуçланать.
Аса илтеретпĕр, Чăваш Наци телевиденийĕ республикăри кабель сечĕсем урлă пĕлтерет. Унсăр пуçне телеканала Российăн Европа пайĕнче “Триколор ТВ” спутник операторĕн радиопрограммин списокĕнчи 823 кнопкăпа тытмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика