14 апреля 2017 г.
Кăçалхи I кварталта экстремизмпа терроризм çулне пÿлсе район прокурорĕ çумĕнчи ведомствăсем хушшинчи ĕç ушкăнĕн 3 ларăвне ирттернĕ, унта пĕрлехи тĕрĕслевсен конкретлă планĕсене, вĕсене пурнăçлакан яваплă çынсемпе тĕрĕслевсен срокĕсене палăртнă. Çынсем пурăнакан тата массăллă пулакан вырăнсенче террорла хăрушсăрлăха чакарма тата пĕтерме хăрушсăрлăх мерисене вăйлатнă. Ку тĕлĕшпе çынсем массăллă пулакан вырăнсенче пĕрлехи 8 тĕрĕслев ирттернĕ. Çитменлĕхсем те тупса палăртнă, вĕсене пĕтерме 2 представлени тăратнă. Должноçри çынсене дисциплинарлă яваплăх тыттарнă. Сирпĕнме пултаракан япаласемпе хатĕрсем асăрхасан мĕнле пулмалли çинчен инструктажсем панă.
Тĕлсĕр çухалнă çынсем саккунсăр çар йĕркеленĕвĕсенче пулманнине тĕпчесе пĕлнĕ. Экстремист сĕмлĕ çынсем пуррипе çуккине те тĕрĕсленĕ.
Миграци служби ют çĕршыв гражданĕсем пурăнакан вырăнсенче 14 тĕрĕслев ирттернĕ, право йĕркине пăснă тĕслĕхсем палăрман.
Террора хирĕçле комисси ĕç ушкăнĕ йышăннипе çынсем йышлă пулакан вырăнсен тата полици сыхлама тивĕçлĕ объектсен хăрушсăрлăх паспорчĕсене туса хатĕрлессипе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Прокуратурăра, полицире, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем экстремизмпа террор идейисене сарассине ум пÿлме лекцисем, ăнлантару ĕçĕсем туса ирттернĕ. Пĕрлехи профилактика ĕçĕсене пула кăçалхи I кварталта çав сĕмлĕ преступленисем е право йĕркине пăсни пулман.