14 апреля 2017 г.
Район хаçатĕнче пичетленнĕ “Йывăр аса илÿсем” статьяна вуласа тухнă хыççăн куçĕсем шывланнăччĕ Елькка аппан. Ăна Тăвайра пурăнакан В.К.Терентьева учительница-пенсионерка çырнăччĕ. Амăшĕ вăрçă пуçлансан окоп чавнă чухнехи асаплă кунсем çинчен каласа панине аса илнĕ вăл унта. “Йывăр аса илÿсене” ниепле те манаймасть çав вăхăтра хĕрарăм варĕнче аталаннă чун тĕпренчĕкĕ.
Шартлама сивĕре те, вăйлă çил-тăманра та, йĕпе-сапаллă çанталăкра та ăшталаннă çынсем. Тăм тивичченех окоп чавнă, ытти сооруженисем тунă.
“Мĕнле условисенче ĕçленине паянхи çамрăксем пĕлмеççĕ те пулĕ. Çак самантсене çăвартан чун тухиччен те манас çук теттĕмĕрччĕ ун чухне тантăшсемпе”, - аса илсе калаçу пуçланăччĕ Елена Павловна.
Е.П.Кудряшова (Кузнецова) - манăн аннен аппăшĕ. Тăхăр пĕртăван пулнă вĕсем. Чеччепе чирлесе çиччĕшĕ пĕрин хыççăн тепри вилсе пынă. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыв çине тапăннă чух Елена 17 çулта пулнă. Харсăр хĕре уй-хир бригадирне лартнă. Хÿтĕлев трасси чавма та хутшăннă вăл. 92 çулхи тыл ĕçченĕн аса илĕвне çырса пытăм, хаçатра пичетлеме шантартăм.
“Ял ĕçченĕ” хаçата юратса вулатчĕ аппа. Хăйĕн чирĕпе çыхăннă канашсене ручкăпа туртса паллă тăватчĕ. Çав калаçу хыççăн хаçатăн кашни номерĕ-нчех темĕн шыратчĕ. “Çырса кăлараймарăн пулĕ;” - ыйтрĕ пĕррехинче.
Хама айăплăн туйрăм салтак арăмĕ умĕнче. Чĕрепе аптăраканскер пĕлтĕ-рхи апрелĕн 17-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупрĕ. Тылра пысăк хастарлăх кăтартнă çывăх тăвана çухатнăранпа кĕçех çулталăк çитет. Халĕ вулатăп та вăл каласа панисене, чун сÿлетсе илет. Кам çапăçу хирĕнче алла пăшал тытса, кам станок умĕнче тăрса, уй-хирте пилĕк авса çывхартнă Аслă Çĕнтерÿ кунне. Нихăçан та манăçа кăларар мар вĕсене.
...Эпир Кĕрше патĕнче окоп чавнă. Кунĕпе таккаттăмăр шăннă çĕре. Камăн аллинче - кĕреçе, хăшĕсен - киркка е лум, кувалда. Чавнă майăн тупăксем те, шăмăсем те тухатчĕç. Ăна-кăна пăхса тăман, канмасăр ĕçленĕ. Чавнине пĕрне наçилккапа йăтса тăраттăмăр. Кашнине икшер метр виçсе панине астăватăп. 1941 çулта хĕл сивĕ килчĕ. 40 градусран та иртетчĕ сывлăш температури. Пите хупăрласан та тăм илетчĕ. Алсишпа сăтăрсан юн тухатчĕ. Тарланипе нÿрленнĕ çи-пуç пăрланса ларатчĕ.
Начальникĕсем çар çыннисемччĕ. Каллĕ-маллĕ хутласа мĕнле ĕçленине тĕрĕслесе çÿретчĕç. Кăштах сывлăш çавăрса илме тăнине курсанах хыттăн асăрхаттаратчĕç.
Тĕмертен икĕ бригада юнашар ĕçлеттĕмĕр. Пирĕн бригадир Андрей Хумышевччĕ. Ушкăнра _ Клавдия Солдатова, Пелагея Андреева, Анастасия Хумышева, Александра Федорова, Мария Албутова, Александра Петрова, Владимир Воробьев ?тен, хăш-пĕрисен хушамачĕсене арпаштарма та пултаратăп/. Сыввисем те юлмарĕç пулĕ ялта çаксенчен. Юнашарах Семен Кучеров бригади тăрăшатчĕ.
Окоп чавакансене ялти уйрăм çемьесене вырнаçтарнăччĕ. Пирĕн бригада ĕçлекенсем валли çăкăр пĕçерекенсем патне лекрĕ. Пÿртĕнче ăшăччĕ. Выртса тăма урайне çĕтĕк-çурăк сарса паратчĕç.
Ирех тăрса ĕçе васкаттăмăр. Чан çапнă çĕре çитмеллеччĕ. Ĕç кунĕ вĕçленнине те чан сасси пĕлтеретчĕ. Выçăллă-тутăллă пулнăран тепĕр чухне аран хваттере çитсе ÿкеттĕмĕр. Каçхи апат унта çитеретчĕç. Кăнтăр апачĕ валли хĕве çăкăр чĕлли чиксе тухнă.
Çÿхе çи-пуçпа пулнăран часах чирлесе каятчĕç. Урасенче çăпатаччĕ пирĕн. Лаврентий арăмĕ (ятне астумастăп) пиртен çĕленĕ чăлха кăна тăхăннăччĕ. “Епле ури чăтать-ши çак шартлама сивĕре;” - хĕрхенсе пăхаттăм ун çине. Нумаях пурăнаймарĕ хĕрарăм, шăнса пăсăлса вилчĕ.
Анне мана икĕ мăшăр тăла чăлха çĕлесе парса янăччĕ. Тăлана çăмран тĕртнĕ, унтан ăна ăшă пултăр тесе мунчара сиксе вĕрекен шывра пуснă. Кăна сăмах майăн кăна аса илсе калатăп-ха.
Ятарласа кану кунĕсем пулман. Пĕррехинче Алексей Андреев (Чĕлпи) ĕç хыççăн киле илсе кайса килнĕччĕ. Хальхи пек астăватăп. Каçĕ çăлтăрлăччĕ, питĕ сиввĕ, ăшăнас тесе пĕр-пĕ- рин çумне тĕршĕннĕ хамăр. Лашине хăваланă май Лекçей хытă кăшкăрса юрласа ячĕ. “Эсир те юрлăр, çăвар тулли юрлăр, вара шăнмастăр”, - тет пире хавхалантарса. Лавçăн мăшăрĕ Пăлаки те юнашарахчĕ. Чăнах та, юрланипе çул та кĕске пек туйăнчĕ. Шел те, юрă ăсти вăрçăран таврăнаймарĕ.
Эпир, тылрисем те, темĕнле хĕн-асап тÿснĕ, нăйкăшман. Вăрçăра çапăçакансене тата та йывăртарах вĕт теттĕмĕр. Аннен куçĕ япăх куратчĕ. 13 çулхи Зина йăмăкпа иккĕшĕ хуçалăх тытса пыратчĕç. Бригадир пулнă май, киле çывăрма çеç килеттĕм. Ĕнине те усранă. Атте Павел Владимирович та окоп чавнă çĕре хутшăннă. Анчах ăна часах çын çитменрен Улатăрти хăма çуракан завода ĕçлеме ячĕç. Унта вара вăл вăрçă пĕтичченех, пĕрре те киле килмесĕр, тар тăкнă. Темиçе хут килти юр-вара кайса панăччĕ ăна. Фронт валли строительство материалĕсем хатĕрленĕ вĕсем. Вĕсен ĕçне те чăн-чăн паттăрлăх темелле. Выçăпа аптăранипе вилнĕ лаша ашĕнчен яшка пĕçерни пирки каласа панине итлесе хамăн та чун хурланнăччĕ. Эпир тÿснине çамрăксен курмалла ан пултăрччĕ. Пурне те аса илсе пĕтерес те çук.
... Çапла çĕнтерÿ çăмăлпа килмен. Вăл фронтра çапăçнисемпе тылра кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунисен куççулĕпе çăвăннă.