14 апреля 2017 г.

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Чăваш Ен ертÿçи биатлон енĕпе тĕнчипе палăрнă Татьяна Акимовапа тата унăн мăшăрĕпе тĕл пулни çинчен республикăри, хамăр район хаçачĕсенче пĕлтернĕччĕ.
Спортăн биатлон тĕсĕпе районта та ытларах интересленме пуçлани палăрать. Ялта та нумайăшĕ тĕнче, Раççей шайĕнче иртекен ăмăртусене телевизорпа пăхни çинчен каланине илтме пулать. Хам та ăмăртусене кăтартнă вăхăтра Татьяна Акимована шыраттăм.
Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕ-нче Чехире иртнĕ Тĕнче Кубокĕ-нче чăваш хĕрĕ ылтăнпа пăхăр медальсене çĕнсе илчĕ. Унтан каллех çитĕнÿсем пулчĕç. Сочире çар вăййисен пĕтĕм тĕнчери олимпиадăра Татьяна иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Сезон пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççей биатлонисткисем хушшинче чи вăйли вăл.
Михаил Игнатьев ăна пысăк çитĕнÿсемшĕн тав тунă. Тен, халиччен тĕнчери паллă спортсменсем Чăваш çĕршывĕ çинчен пĕлмен те пулĕ. Чапа кăларчĕ пирĕн Таня республикăна. Çав шутра Тăвай ен те мăнаçланать ентешпе.
...Улми йывăççинчен аякка ÿкмен иккен. Татьяна амăшĕпе Альбина Семеновапа (хĕр чухнехи хушамачĕ Матвеева) пĕр ялтан эпир. Йăнтăрчăри Хăртнăкассинче пĕрле выляса ÿснĕ. Йышлă çемьерен вăл. Ашшĕ Николай Матвеевич нумай çул хатĕрлев кантурĕнче, ытти çĕрте тăрăшрĕ. Амăшĕ Нина Федоровна Тăвайри аптекăра ĕçленине астăватăп. Вĕсен çемйи ялта ятлă-сумлисен, интеллигентлисен шутĕнчеччĕ. Ачисем ĕçченччĕ, спортпа туслăччĕ. Сăмах май, Альбинан йăмăкĕ Людмила Морякова район центрĕнче пурăнать. Нумай çул бухгалтерта ĕçлесе канăва тухрĕ.
Альбина ыттисенчен уйрăлса тăратчĕ. Питĕ чиперччĕ, йăл кулса кăна калаçатчĕ. Сатур хĕрача кил-хуçалăхра ĕçлеме те, шăллĕсене пăхма та ĕлкĕретчĕ. Вăрман ана хыçĕнчеччĕ. Тăтăшах йĕлтĕр йĕрĕ çине тăратчĕ, арçын ачасене те хыçа хăваратчĕ. Пире те, шăпăрлансене, вăрмана йĕлтĕрпе чупма илсе каятчĕ. Вĕсен çумĕнчи çерем çинче лапталла выляттăмăр, сăртран ярăнаттăмăр. Ăна пулах пирĕн урамри ачасем спортпа туслă ÿсрĕç.
Хамăртан аслăрах хĕр çине ăмсанса пăхаттăмăр. Кирек ăçта та маттур-çке. Вăл калаçнине курасчĕ, татах та татах итлес килетчĕ. Лара-тăра пĕлменскер пур çĕре те ĕлкĕретчĕ. Татьяна хĕрĕ те чĕлхи-çăварĕпе амăшнех хывнă пулĕ тетĕп. Интервьюсем панă чухне хăйне сăпайлă тытать, сăмахĕсем вырăнлă. “Амăшĕ пекех ăслă-тăнлă”, - тесе шухăшласа илетĕп вара.
Шкул хыççăн Шупашкара тухса кайрĕ аслă юлташăмăр. “Лапсарта пурăнатпăр, виçĕ ача пирĕн”, - тесе каласа панăччĕ. Çимĕке килсен тĕл пулса калаçма тăрăшаттăмăр. Татьяна çинчен каласа паратчĕ. “Хам пекех йĕлтĕ-рпе ярăнать, Олимп резервĕсен спорт шкулне çÿрет”, _ тесе пĕлтернĕччĕ. Республикăра, çĕршывра, Европăра çĕнтерсе пысăк кăтартусемпе палăрнă пирĕн Татьяна халĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче ăмăртать ав. Мухтанатăп хамăр касри Матвеевсен мăнукĕпе.
Альбинан Саша шăллĕн ?вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ/ Вера хĕрĕ хăвăрт утассипе малтанхи çитĕнÿсем тăвать. “Ял ĕçченĕ” хаçатра вуласа савăнтăм ун çинчен çырнине. 7 класс хыççăн Шупашкарти олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕнĕ. Вăл та Таня пекех Раççей, тĕнче шайĕнче пысăк чыса тивĕçессе шанас килет.
Чăваш Енĕн, Тăвай тăрăхĕн ятне çÿле çĕкленĕшĕн чи малтанах Т.Акимован (вăл хăй пекех биатлон спорчĕпе туслă, Муркаш районĕн каччипе Вячеслав Акимовпа пĕрлешнĕ( амăшне Альбина Николаевнана тав туса çирĕп сывлăх, кукамай пулса пысăк савăнăçа курма сĕнетĕп. Мана Хăртнăкассинчи Ваççа Вали тесен лайăх пĕлет вăл.