АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх пĕлетĕр-и?

14 апреля 2017 г.

Чăваш Республикин Президенчĕн указĕпе Чăваш Ен патшалăх символĕсен кунне йĕркеленĕ. Кăçал ăна ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче 25-мĕш хут паллă тăватпăр.
Паллă кун юбилейне хатĕрленсе Наци библиотеки “Чăваш Республикин патшалăх символĕсем” библиотека диктанчĕ акци ирттерет. Унăн тĕллевĕ - патшалăх символĕсене йĕркеленĕ тапхăра, унăн аталанăвĕн кун-çулне уçса парасси.
Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче 11 сехетре республикăра библиотека диктанчĕ пуçланĕ, унта кирек кам та хутшăнма пултарать. Диктанта хатĕрленсе Наци библиотеки хăйĕн сайтĕнче тата “ВКонтакте” социаллă сетьре патшалăх символĕсемпе ĕçленĕ паллă çынсен кун-çулĕпе паллаштаракан тата ытти материалсем вырнаçтарĕ. Вĕсене тишкерни диктант çырма шухăш тытнă çынсене ыйтусене хуравлама пулăшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика