14 апреля 2017 г.
Ака уйăхĕ. Тулта шыв-шурлă çуркунне хуçаланать. Ирхине, лăпкă та тÿлек çанталăк. Таврара Канашри вагонсем юсакан заводăн ирхи гудокĕ мăнаçлăн янăрать. Рабочисен кăнтăрлахи смени ĕçе кĕрет.
Пирĕн анне те, “ах! манăн та ĕçе кĕмелле вĕт”, тесе васкасах пир станĕ умне кĕрсе ларать, ĕçе тытăнать.
Ир-ирех вăраннă вăл. Ку вăхăтчен кăмака хутса пултарнă, апат пĕçернĕ, кăнтăрла валли те кăмакана яшка та, шаркку та лартса хунă. Ĕнене апатланă, тислĕкне тасатнă, сĕтне суса илнĕ, пăрушне шăварнă. Пире те иртерех вăрататчĕ ку вăхăтра: шкула кайиччен пирĕн шÿрсем çине çип яваласа парса хăвармаллаччĕ анне валли кăнтăрла ĕçлемелĕх.
Çапла, хĕрсе пир тĕртмелли вăхăт пулнă ака уйăхĕнче. Хĕлĕпе ĕçлесе хатĕрленĕ çипсене пир станĕ çумне витĕрсе пир тĕртсе кăлармалла, мăнкун валли пурне те çĕнĕ кĕпе-йĕм çĕлесе тăхăнтармалла. Васкамалла, ларса канма та вăхăт çук хĕрарăмсен. Çуркунне питĕ хăвăрт иртет. Кĕçех, акă, çĕр типсенех колхозра çураки хуçаланма тытăнать, килти пахчасенче те çурхи ĕçсем пуçланаççĕ, унччен вĕçлемелле пир тĕртессине.
Ялти кашни килтех пир станĕсем кĕртсе лартнă, пурте хĕрсех тĕртеççĕ. Кĕрлесе ĕçлемест, сас кăлармасть килти пир станĕ. Çапах та ăса çиппи сÿтĕлсе кăлтăртатнипе, ура пусси шăкăлт-шакăлт туса улшăннипе, хутăрчăпа шакăртаттарса çип яваланипе пÿртре хăйне евĕр ĕç кĕвви янăранăн туйăнатчĕ.
Пир тĕртесси - йывăр та кăткăс, питĕ йăлăхтаракан ĕç. Пир пĕрер çип пĕрчинчен пухăнса тĕртĕнет. Çип пĕрчи пĕр миллиметртан та çинçерех вĕт-ха. Апла пулсан, пĕр метр пир тĕртме те ăсана 2-3 пин хутчен каллĕ-маллĕ тирсе тухмалла, ура пуссине те çавăн чухлех тапса илмелле, хĕççине те хĕсмелле. Кĕпе çĕлеме тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен, хитре эрешсемлĕ пир тĕртеççĕ. Ку ĕç вара тата кăткăсрах, ăна тата пысăкрах чăтăмлăх кирлĕ.
Кунĕпе пир тĕртнĕ хыççăн алсем те, урасем те шăлтăрах каяççĕ, пилĕк те ыратать. “Хĕрарăм аки” тетчĕç пир тĕртессине хĕрарăмсем. Тĕрĕсех, хирте акапуç хыççăн утассинчен пĕрре те çăмăл пулман ку ĕç. Çапах та чăтăмлăх çитернĕ. Пĕр кунчана пухса яваланă çип тăрăхне 2-3 кун хушшинче тĕртсе кăларатчĕç. 3_4 кунча та тĕртсе ĕлкĕрнĕ çамрăкрах, вăйпитти хĕрарăмсем.
Ĕç çынна илем кÿрет, теççĕ. Пысăк ĕçе ăнăçлă вĕçлесен кирек кам та савăнать, тулли кăмăллă пулать. Пир тĕртсе пĕтерсен те çавах. Мăнкун çитсен вара урама пурте пĕринчен тепри хитререх кĕпе-йĕм тăхăнса тухаççĕ. Ачасем выляса савăнаççĕ, çитĕннисем тăвансемпе ĕçсе-çисе хутшăнаççĕ.
Килте пир тĕртесси тахçанах иртсе кайнă. Халĕ ăна астăвакансем те питĕ сахалăн юлнă. Пирĕншĕн те вăл ĕлĕкхишĕн тунсăхласа аса илни кăна ĕнтĕ.