АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлисем республикăри кроса хутшăнĕç

14 апреля 2017 г.

Тăвай ялĕнче çăмăл атлетсен йăлана кĕнĕ çурхи кросĕ иртрĕ. Турра шĕкĕр, çанталăкĕ те çав кун уяр тăчĕ. Кашниех финишалла маларах çитме ăнтăлчĕ. Темиçе çеккунт выляса янишĕн те питех пăшăрханмарĕç. Кросра вĕт хăвăн вăй-хална тĕрĕслетĕн, тĕрĕс-тĕкел чупса тухни те çĕнтернипе танах. 300, 500, 1000, 2000, 3000 метрлă дистанцисене 200 ытла çамрăк спортсмен хутшăнчĕ.
Районти пур шкул коллективĕ те кросра массăлăх кăтартнине палăртмалла. Чи маттурри Тăвайри вăтам шкул команди пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Тушкилпе Мучар шкулĕсем тухрĕç.
Чи вăйлисене грамотăсемпе, медальсемпе чысларĕç, çавăн пекех вĕсем республикăри кроса хутшăнĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика