АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлтăрсем патне çул хывнисем

14 апреля 2017 г.

Космонавтика кунне Тăвайри вăтам шкулăн 6 “а” тата 6 “б” класĕсенче вĕренекенсем хăйсен класс ертÿçисемпе пĕрле краеведени музейне çитсе курчĕç, унта “Çăлтăрсем патне хывнă çул” выставкăпа паллашрĕç. Ачасене уйрăмах “Правда” хаçатăн космоса пĕрремĕш çул хывнă Юрий Алексеевич Гагарина халалланă 1961 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнчи номерĕ кăсăклантарчĕ.
Кăçал чăваш паттăрĕ Андриян Григорьевич Николаев тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 55 çул çитет. Выставкăри чылай материала виççĕмĕш космонавта та халалланă.
Вĕренекенсене кайăксен кĕлеткисен куравĕ те кăмăла кайрĕ.
Чăваш наци музейĕнчен кÿрсе килнĕ асăннă курав кăçалхи апрелĕн 28-мĕшĕччен ĕçлет.
С.СЕРГЕЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика