14 апреля 2017 г.
“Пасха” тата “Мăнкун” сăмахсен пĕлтерĕшĕсене, вĕсем пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăннине пĕлес килет. Çак паллă тĕн уявĕ мĕншĕн кашни çул пĕр числора килмест-ши;
И.ПЕТРОВА.
Пасха - пирĕн пата еврей чĕлхинчен грексем урлă килнĕ сăмах, чăвашла куçарсан “каçса кайни” пулать. Мĕне пĕлтерет-ши вăл;
Пасха - авалхи Израиль халăхĕн пысăк уявĕн ячĕ. Ăна еврейсем хăйсем Египет çыннисен тыткăнĕнчен хăтăлсан паллă тума пуçланă. Унăн тĕп шухăшĕ еврейсем Египет çĕрĕнчен Çÿлхуçа Турă хăйсене тупа туса пама пулнă çĕре ?земля обетованная/ куçса кайнипе çыхăннă.
Еврейсем хăйсем чуралăхран хăтăлнине “фасха” тенĕ. Кайран грек халăхĕ ăна хăйне “пасха” теме пуçланă.
Турра ĕненекенсем кашни çулах куç пек кĕтекен уява пĕлтернине пурте пĕлеççĕ. Чиркÿре унран пысăкрах та савăнăçлăрах уяв çук. Çавăнпа эпир ăна Мăнкун ?Аслă кун/ тесе чыслатпăр. Иисус Христос хăйне ĕненекенсене тамăкран хăтарнине, халь ĕнтĕ вĕсем вилĕмрен чĕрĕлĕхе - ĕмĕрлĕх пурнăçа - куçнине пĕлтерет вăл.
Мăнкуна çуркунне, кунпа çĕр танлашнă хыççăн, уйăх таврăнсан малтанхи вырсарникун уявлама йышăннă. Вăл вара кашни çул пĕр вăхăтра килмест. Анчах нихăçан та ака уйăхĕн 4-мĕшĕччен маларах тата çу уйăхĕн 8-мĕшĕнчен каярах пулмасть. Кăçал ăна çак эрнере апрелĕн 16-мĕшĕнче уявлатпăр.
Çитес юнкун ирхине 8 сехетре апат кĕлли пулать, ăна Канашпа Тăвай епископĕ Стефан ирттерет.
Тăвай чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте.