АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рай пахчинче çÿре

14 апреля 2017 г.

Виçĕ уйăх, виçĕ уйăх хыçа юлчĕ çемье пуçĕ пирĕнтен ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнăранпа.
Пĕтĕм тÿпене ялтăртаттарса çиçĕм çиçнĕн, аслати кĕмсĕртеттерсе авăтнăн, йывăçсене çĕре çитиех тайса çил-тăман алхаснăн, витререн тăкнă пек шапăртаттарса çумăр çунăн туйăнчĕ çав кун. Çывăх çыннăмăр яланлăхах куçĕсене хупни çапла улăштарчĕ пирĕншĕн сивĕ хĕле.
Çĕнĕ çулта пĕр кун кăна ырă-сывă курса юлтăмăр ăна. Иккĕмĕшĕнче вара пирĕн çемьешĕн пурнăç чарăнса ларчĕ, минутсем, сехетсем, кунсем, эрнесем малалла тимĕр шапа хăвăртлăхĕпе шума тытăнчĕç. “Каллех хăйĕн хуйхи пирки çырать е каллех хăйĕнне перет”, - тейĕ ĕнтĕ хăш-пĕр вулакан.
Çапла, ырă çыннăмăрсем, пирĕн çемье пуçĕ килтен çурçĕр иртсен тухса кайса вилĕм тупни чылайăшне тĕрĕс мар калаçтарни, çакнашкал никам кĕтмен пулăм таса чунлă çынна вараламалли сăлтав пулса тăни, пуçра ыйту хыççăн ыйту çурални алла тепĕр хут ручка тытма хистерĕ. Каçарăр вулакансем, тĕрĕслĕх çулне хамăр еннелле ярас тĕллевпе хускатрăм çак шухăшсене.
“Ÿсĕр çынна килтен хăваласа кăларса ямалла пулман”, _ текенсем пулчĕç. Уяв кунĕсенче ытларах çемьесенче тĕрлĕ сăлтава пула чашăк-тирĕк шăкăртатнине пурте пĕлетпĕр. Çав “хура” каç пирĕн çемье пуçне никам та хăваласа кăларман килтен. Пысăк çын кăмăлне хирĕç никам та каяйманнине пурте пĕлетпĕр. Вăл çĕнĕ çулăн иккĕмĕш кунĕ çуталса килнĕ чухне урама тухма тĕллев тытнă, темшĕн. Юлнисен вара çывăрма вăхăт çитнĕ пулнă.
“Сирĕн мăшăр “шурă чирпе” ?белая горячка/ аптăраса вилнĕ теççĕ”, - пĕлесшĕн пулчĕç теприсем. Эрех ĕçмен арçын пурнăçра питĕ сахал. Алкоголизм чирĕпе никамăн та чирлемелле ан пултăр. Иртнĕ çул вăл юлашки минутченех ĕçре тăрăшнă. Маларах пĕр уйăх хушши ĕçкĕ тĕлне пулман, йывăр чир ытамне кĕрсе ÿкнĕ арăмне пăхнă. “Шурă чирпе” аптăракана пирĕн çĕршывра пичет работникĕсен чи пысăк наградине - Раççей Федерацийĕн çыхăну тата массăллă коммуникацисен Хисеп грамотине - парса хавхалантармĕ-ччĕç. Шел, хăй аллисемпе тытса кураймарĕ ăна. 
- Мăшăрна салам кала. Мĕнле пурăнать вăл; - тесе интересленекен те пулчĕ хаклă çыннăмăра пытарни пĕр уйăх иртсен. Питĕ тĕлĕнчĕ вăл юлташĕ леш тĕнчене куçнине пĕлсен, пирĕнпе пĕрле хурланни пирки асăнчĕ.
-Сирĕн вăл шăнса вилнĕ, ăна никам та тапман, çапман, пемен, чикмен. Çавăнпа ку сирĕн проблема кăна, - пĕлтерчĕç тивĕçлĕ работниксем.
Килĕшетĕп вĕсемпе. Тĕнчере темĕ-нле проблемăллă çынсем те пур. Кашни ухмаха нумай вăхăт хушши ăнлантарсан, пурнăç малалла кайманнине те чухлатăп.
Пуçра çуралакан шухăшсем вара, ай-ай, чуна ыраттараççĕ. Килтен тухсанах кама тĕл пулнă-ши вăл; Хамăрăн çурт тĕлĕнчен çавăтса е лартса каякан пулман пулсан, вăл каялла киле кĕретчĕ-ха ĕнтĕ.
Мĕншĕн Вăрманхĕрри еннелле кайнă вăл; Çул çинче пĕр-пĕр çĕре кĕнĕ ĕнтĕ пĕччен пулнă пулсан та, ăна куракан пулнах. “Мĕншĕн çарамас пулнă вăл;” -тесе ахальтен ыйтмарĕç хăш-пĕрисем.
Шел, килтен тухса кайсан икĕ сехетренех çулăн пĕр пайĕнче вăл пурнăçĕ хăрушлăха кĕрсе ÿкнине туйса илнĕ, киле шăнкăрав янă. Çывăракан вара телефона сÿнтерет е шавсăр шăнкăрав çине лартать.
Чрезвыйчайлă лару-тăру министерствин районти пайне шăнкăравласан, тăватă минутлăх калаçу пулнă. Анчах çав каç ăна пулăшма алă тăсса паракан тупăнман. “Унăн шăнкăравĕ Тăвайне лекмен”, - тесе ĕнентереççĕ пире. Асăннă организацин телефон номерне эпир пурте пĕлместпĕр те. “112” номере шăнкăравлама ăс çитернĕ пулсан, вăл вăйлă ÿсĕр пулман.
Телефонĕ тата, темшĕн, январĕн тăххăрмĕшĕчченех ĕçлерĕ. Юр ăшĕнчи телефон 6_7 кунчченех шăнкăравсем йышăнма пăрахатчĕ пулĕ. Хăрах калушĕ, уççисен çыххи ăçта-ши унăн тата; 
Хăш-пĕр ыйту çине хурав тупăнчĕ. Вăрманхĕрри е Чÿкçырми масарĕ еннелле асфальтлă çул каять. Унти шăплăха эрех ĕçме çÿрекенсем иленнĕ иккен. Çулăн икĕ айккипе те эрех, сăра, сок кĕленчисем выртатчĕç, юр ирĕлнĕ май куç умне тухса пычĕç вĕсем. Çакăн пирки пĕлтернĕ хыççăн Тăвай ял тăрăхĕ тивĕçлĕ мерăсем йышăнчĕ, тасатрĕç хăш-пĕр çĕрте. Газ валеçекен пункт умĕнче вара шашлăк пĕçерсе савăнакансем хуçаланаççĕ. Хăйсем хыççăн тасатса хăвармаççĕ. Мĕнле кăна япала çук пулĕ унта; Хăш-пĕрисем пирки çырма та намăс. Хĕл кунĕсенче сивĕ те пулман вĕсене. Акă, мĕншĕн унта лекнĕ пулас пирĕн çемье пуçĕ. Пулăçă пулăçа таçтанах асăрхать, теççĕ-çке халăхра. Каялла ларса килмен çав вăл. Хăй утса çитессе шаннă-ши; Е пĕрле илсе каякан йăлăхтарса çитернипе пăрахса хăварнă ăна. Çапла çÿхе тăхăнса тухса кайнăскер, хăш-пĕр çĕрте çырнă пек, хăй пурăнакан çурт умĕнче мар, килтен виçĕ çухрăма яхăн аякри масар патĕнче ĕмĕрлĕхе сывлама чарăннă. Ăна газ валеçекен пунктра ĕçлекен работник асăрханă ирхи сменăна кайнă чухне.
Çичĕ йывăр операци тÿссе ирттернĕччĕ-çке ĕнтĕ эс, пирĕн пурнăç çулĕ малаллаччĕ. Çакнашкал сасартăк кусма чарăнмалла марччĕ санăн пурнăç урапи. Ĕмĕтсем пысăкчĕ-çке пирĕн, çуррине кăна пурнăçласа ĕлкĕртĕмĕр. Шел, питĕ шел. Мĕнех калăн халь тин; Çылăхусем те çук мар пулĕ çав. Çапах та Турă каçартăр вĕсене. Рай пахчинче çÿре. Йывăр тăпру çăмăл пултăр. Пире ан асăн. Эпир, çĕр çине юлнисем, санăн ырă ĕçÿсене малалла тăсăпăр, ырлăхна нихăçан та манмăпăр. Лăпкă çывăр. Тĕрĕслĕх çиеле тухнине яланах шан, юратнă мăшăр, хаклă атте, кăмăллă кукаçи, тарават тăван, яланах пулăшма хатĕр ĕçтеш. 
А.НИКИТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика