АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курттăммăн туяннă

14 апреля 2017 г.

Чăваш Ен наркополицейскийĕсем психотроплă япаласем сармалли çула пÿлнĕ. Оперативниксен куçĕ тĕлне икĕ çамрăк лекнĕ.
Тăванĕсем ытлашши ыйту ан паччăр тесе вĕсем Шупашкарта хваттер тара тытнă, унта наркотике хутаçсене пайласа хунă. Çамрăксене çав хваттерте тытса чарнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 29-ти хĕр çумĕнче темиçе хутаç тупнă. Экспертиза палăртнă тăрăх, унта наркотик хутăшĕ пулнă. Пĕтĕмпе - 1 килограмм ытла. Хĕр ăçта тата мĕн чухлĕ наркотик ăсатас ĕçе йĕркеленĕ. Унпа пĕрле “ĕçленĕ” каччă çумĕнче те наркотик тĕркисем тупнă. Çамрăксем сиенлĕ хутăша курттăммăн туяннă. Ăна вĕсем патне урăх регионтан илсе килнĕ. Кайран Чăваш Енре пурăнакан тепĕр 5 çынна тытса чарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика