07 апреля 2017 г.
Михаил Игнатьев 2016 çул Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕ-сене пурнăçа кĕртмелли пиллĕкмĕш çул пулса тăнине аса илтернĕ. “Ку чухне санкцисем, тулашри вăйсем хăйсен условийĕсене йышăнма хистеççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ кăткăс условисенче регионăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма кирлĕ мерăсен комплексне пурнăçлассине тивĕçтерчĕ тата палăртнă задачăсене ăнăçлă татса пама пултарчĕ”, - тенĕ вăл.
Чăваш Енре виçĕ çултан аслăрах ачасен ача сачĕсенчи черетне пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра шкулчченхи вĕренĕве 78 процентне явăçтарнă.
Бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçи ÿснĕ. Çапла, иртнĕ çул итогĕ-семпе бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 2015 çулхипе танлаштарсан номиналлă кăтартупа 3,6 процент, 2011 çулхипе танлаштарсан 1,9 хут ÿснĕ.
Чăваш Енре ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăну тытăмĕ çĕнелсе пырать. Унпа республикăри пур влаç органĕ те çыхăннă. “Цифрăсен танмарлăхне пĕтересси” проекта пурнăçа кĕртнĕ май, 2018 çул тĕлне ялсенче пурăнакан халăхăн чĕрĕкне яхăн (23 процент) пысăк хăвăртлăхлă интернетпа усă курма тытăнĕ.
“Пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ çулхи итогсем экономикăпа социаллă пурнăç сферинче ырă туртăмсем ытлараххине кăтартса параççĕ”, - палăртнă Михаил Игнатьев.
Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем хушшинче Чăваш Енĕн промышленноç производствин темпĕ-сем чи пысăкки - 107,6 процент. Республика предприятийĕсем тиесе ăсатнă таварсен калăпăшĕ 12,1 процент ÿснĕ.
Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç пахалăхне тата ырлăх-пурлăхне ÿстерессипе тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ.
2016 çулта халăх йышĕн ÿсĕмĕ 1 пин çын пуçне 0,2-пе танлашнă. Çыннăн пурнăç тăршшĕ 2 çул таран ÿснĕ. 2010 çулхипе танлаштарсан пурнăç тăршшĕ 3,5 çул хăпарнă.
Нумай ачаллă çемьесен хисепĕ 2012 çулхинчен чĕрĕк ытла хушăннă - 2017 çул пуçламăшĕ тĕлне 11,5 пин таран.
Чăваш Республики “программăланă” бюджет йĕркелессипе те регион-лидерсен шутĕнче.
“Эпир пур коррупци енĕпе те татăклăн кĕрешетпĕр”, - тенĕ Михаил Игнатьев. Влаç органĕсем 2016 çулта шалти аудит мелĕпе 167 контрольлĕ мероприяти ирттернĕ, финанс йĕркине 207,4 млн. тенкĕлĕх пăснине тупса палăртнă, çав шутран Чăваш Республикин бюджетне 71,8 млн. тенкине е 34,6 процентне тавăрнă. Тĕрĕслевсен материалĕсене право енĕпе хак пама право сыхлав органĕсене ярса параççĕ”, - асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ.
Чăваш Ен граждансен хăйсен тата вĕсен пурлăх интересĕсене хÿтĕлессипе çĕршыври регионсем хушшинчи рейтингра 16-мĕш вырăнта. Чăваш Ен - социаллă çирĕп регион. Пирĕн тĕллев - терроризмран хÿтĕленессипе çÿллĕ шайра пулмалла, терроризмпа экстремизма хирĕçле профилактикăна вăйлатмалла”, - чĕнсе каланă депутатсене Михаил Игнатьев.
“Çитĕнекен ăрăва уйрăм тимлĕх уйăрмалла. Пирĕн ачасене ĕçшĕн çунакансем, патриотсем пулма воспитани парса ÿстермелле. Вĕсене правăна хирĕçле тума пултаракан ĕçсенчен хÿтĕлемелле”, - палăртнă Михаил Игнатьев.
“Эпир пирĕн граждансем мирпе килĕшÿре пурăнччăр, хăйсен ачисен пуласлăхĕшĕн лăпкă пулччăр тесе ĕçлетпĕр. Вĕсен шухăшĕсем тĕрлĕ пулма пултарнине пăхмасăрах, эпир çынсен шăпи, пирĕн республикăн пуласлăхĕ пур политика амбицийĕ-сенчен те кирлĕрех тесе шутлатпăр. Раççейĕн паллă реформаторĕ Петр Столыпин калашле пирĕн пĕрлехи ĕçĕн тĕлне, пурне те ăнланма пулăшакан пĕр чĕлхе тупмалла. Курайманлăхпа вĕчĕхÿ чĕлхи çавăн пек чĕлхе пулма пултараймасть”.
“Пирĕн регионта лăпкă лару-тăрăва упраса хăвармалла. Тĕрĕс бюджет политики, социаллă сферăшăн ялан тимлени, хамăрăн таварсене ытларах туса илни, чĕртавар мар экспорта пулăшни, ырă ĕç климачĕ туса хуни, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерни, халăхшăн тĕрĕс йышăнусем туни пирĕн приоритетсем пулса юлаççĕ”, - тенĕ республика Пуçлăхĕ.