АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вера Кузьмина 70 çул сцена çинче

07 апреля 2017 г.

Вера Кузьмина 70 çул сцена çинче

“Чăваш кино” патшалăх киностуди тата электронлă документаци архивĕ мультимедиллĕ кăларăм хатĕрленĕ, “Вера Кузьмина: актрисăн амăш чĕри” ятлă вăл. Республикăн тĕп сцени çинче Вера Кузьминична выляма пуçланăранпа 70 çул çитнĕ май хатĕрленĕ ăна. Чăваш академи драма театрĕ ĕçлеме пуçланăранпа - 100 çул çитнине тата Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа ÿкернĕ электронлă документсен пуххипе.
Издани икĕ пайран тăрать.
Кĕске биографи справки, СССР халăх артисткин пурнăçĕн тата творчествин тĕп тапхăрĕ, Вера Кузьминапа Петĕр Хусанкай çемье альбомĕсенчи сăн ÿкерчĕксем пур малтанхи пайĕнче. Иккĕмĕшĕнче _ Вера Кузьминан творчество çулĕн справки, унăн репертуарĕн хучĕ, 1947 çултан пуçласа сцена çине кăларнă сăнарсем, аудио тата видеохушăмсем. 2010 çулта “Чăвашкино” патшалăх киностуди тата электронлă документаци архивĕн директор заместителĕ Олег Цыпленков Вера Кузьминапа интервью çырни уйрăмах интереслĕ.
Мультимедиллĕ кăларăм презентацине кăçал Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче кăтартнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика