АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар службинчен пăрăннăшăн

07 апреля 2017 г.

2017 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен çамрăксене çар службине илесси пуçланчĕ. Çак дата умĕн Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕнче РФ уголовнăй кодексĕн 328 статйин 1 пайĕпе ?çар службинчен пăрăннăшăн/ пăхнă преступлениллĕ ĕçсене 2016 çулта тата 2017 çулхи ку тапхăрта мĕнле пăхса тухнине тишкернĕ.
РФ Конституцийĕн 59 статйипе килĕшÿллĕн Тăван çĕршыва хÿтĕлесси Раççей Федерацийĕнчи гражданинăн тивĕçĕ пулса тăрать. Çак тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăннăшăн уголовлă яваплăх тыттараççĕ, чи пысăк наказанипе çакăншăн гражданина 2 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Ытти наказанисем те пур: 200 пин тенкĕ таран штраф, 2 çул таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттерни.
Кăçал çулталăк пуçланнăранпа Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕ Канаш хулинче пурăнакан тĕлĕшпе 1 уголовлă ĕç пуçарнă. 2016 çулта çар службине каяссинчен пăрăнма тăнă 7 çамрăка уголовлă майпа йĕрленĕ.
Хăшĕ-пĕрисем призывпа çыхăннă мероприятисене пурнăçлама çар комиссариатне темиçе çул хушши те пыман. Ун пек тĕслĕхсем Канаш хулипе те, Тăвай районĕпе те пулнă. Анчах юлашкинчен вĕсен айăплав приговорĕсене итлеме тивнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика