АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекен çыннăн ят-сумĕ

04 апреля 2017 г.

Вăтам шкул хыççăн малалла вĕренесси яшсемпе хĕрсен пурнăç йĕркине кĕрсе пынă. Çапла 10-11-мĕш класс пĕтернĕ çамрăксем аслă шкула, техникума, специальность паракан училищĕ-не кĕреççĕ.
Галина Николаевна та ялти шкул хыççăн Ишлейри вăтам шкула çÿрекенскер, пĕлÿ сукмакĕнчен пăрăнас темен. Çутă ĕмĕт-шухăш ăна И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн математика факультетне вĕренме илсе çитернĕ. Пĕлÿ илсе, ăс пухса çирĕпленнĕ хыççăн 1978 çулта Шăмăршă районĕнчи Чукалти вăтам шкулти ачасене математика вĕрентме пуçланă. Унта пĕр хушă хавхаланса, чунне парса ĕçленĕ хыççăн ăна хăйсен районĕнчи Анаткас Маркари 8 çул вĕренмелли шкулта вырăн панă, завучра тăрăшнă.
Çемьеленсен Тăвай ене килнĕ, районти вĕрентÿ пайĕнче методистра ĕçленĕ. Мăшăрĕ Иван Иванович Кондратьев çар служби хыççăн Хусанти патшалăх университечĕн истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Алла диплом илнĕ-ренпех Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта тăрăшнă. Вăл РФ Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçнĕ.
Иван Ивановичпа Галина Николаевна 3 ача пăхса çитĕнтерчĕç, виççĕшне те аслă пĕлÿ илме пулăшрĕç. Йĕкреш ывăлĕсенчен пĕри Владислав Иванович çар служби хыççăн педагогра ĕçлет. Тепри - Владимир Иванович строитель специальноçне алла илсе, Мускав хулинче инженерта тăрăшать. Аслă хĕрĕ Юлия Ивановна - врач. Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта Галина Николаевна 2000 çултан пуçласа математикăпа информатика предмечĕсене вĕрентет. Чăнласах та педагог пулмах çуралнă тесе калас килет ун пирки. 
Çав хушăрах - вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ. Вĕри чунлăскер, пур çĕре те ĕлкĕрет. Вăл тытăнсан, кирек мĕнле ĕç те кал-кал пырать, мĕншĕн тесен Галина Николаевна ĕçе ответлăха туйса туса пынипе палăрса тăрать. Ачасем кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те хисеплеççĕ ăна. Çапла 38 çул педагогика ĕçне пĕлсе те юратса, тăрăшса та парăнса пурнăçласа пырать вăл. Çавăнпах ĕнтĕ вĕрентÿри çитĕнÿсемшĕн ăна РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Хисеп палли знакĕпе чысланă.
Кашни ачапа уйрăмшарăн ĕçлессипе пĕрлех ăна ăслăлăхпа пĕлÿ çулĕ çине тăратас, ачасен пĕлÿ илес туйăмне çĕклессишĕн чунтан тăрăшать. Çакна туйса ыттисем ун патнелле туртăнаççĕ. Галина Николаевна çынсене ĕçпе кăна мар, сăмахпа та канаш парса пулăшма хатĕр. Çамрăк ĕçтешĕсем ыйтнине те ялан тивĕçтерме тăрăшать вăл, вĕсене сĕнÿсем, канашсем парать.
Кăмăллăн, ăшшăн, çав вăхăтрах çирĕп калаçни, хăйне сăпайлă тытни пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика