АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Оренбургри ларăва хутшăннă

04 апреля 2017 г.

Оренбургра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пынă Канашăн лару ĕçне хутшăннă.
Ларăва пухăннисем федераци тата регионти влаç органĕсенче ĕçлекенсем криминаллă, “вăрттăн”, саккун тулашĕнчи экономикăна хирĕç кĕрешессипе йышăннă мерăсене тĕплĕн сÿтсе явнă. Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакансене социаллă пĕлтерĕ-шлĕ пулăшусемпе тивĕçтернĕ чухнехи пăтăрмахсене тупса палăртас ыйтăва та анлăн пăхса тухнă.
“Эпир пурсăмăр та питĕ лайăх ăнланатпăр, суя ĕçсем çĕршывăн экономика хăвачĕпе аталанăвне мĕнле чăрмав кÿнине, мĕн патне илсе çитернине”, - тенĕ Михаил Бабич. “Калăпăр, 2015 çулта Атăлçи округра пурĕ 3,5 млн çын суя ĕç хучĕсемпе предприятисемпе организацисенче ĕлеççĕ тесе шутланса тăнă, çакă мĕнпур ĕçлекенсен 23,5 проценчĕ пулать. 2016 çулта кăтарту тата та хăпарнă, вăл 24,4 процента çитнĕ. Экономикăна 27 млрд тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ”, - тенĕ вăл.
Пĕлтĕр пайăр мар сăпатран (юридически сăпат) счечĕсенчен уйрăм çынсен (пайăр сăпат) счечĕсем çине пĕтĕмпе 300 млрд тенкĕ куçнă. Ку кăтартăва официаллă майпа тупса палăртнă.
Çÿлерех асăннă ыйтупа обществăра саккунсене хисеплеме вĕрентес, граждансен право культурине ÿстерес, харпăр хăй уйрăм предпринимательсене суя ĕç хучĕсемпе ĕçлеттерме чарас тата ытти хăш-пĕр тĕллевсем лартнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика