АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Çулталăк воспитателĕ-2017” конкурсра

04 апреля 2017 г.

“Çулталăк воспитателĕ-2017” конкурсра

Тăвайри “Асамат кĕперĕ” шкулчченхи учрежденире “Çулталăк воспитателĕ-2017” конкурсăн юлашки тапхăрĕ иртрĕ.
Педагогсем мероприятие ачасемпе хутшăнчĕç. Çамрăксене мĕнпе те пулин интереслентерме, ача пуçарулăхĕпе хăйтĕллĕнлĕхне аталантарма, занятисенче пĕчĕккисемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнине кăтартса пачĕç мероприятире.
Конкурса хутшăнакан кашни воспитатель хăйне евĕрлĕ пултаруллă пулчĕ.
Марина Буинцева ?Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача сачĕ/ пухăннисене пĕчĕккисемпе пĕрле магнит пахалăхĕ пирки паллаштарчĕ. Людмила Алексеева ?Тушкил/ салфеткăсенчен тунă япаласемпе кăсăклантарчĕ. Любовь Кириллова ?Мучар/ воспитательница ачасемпе пĕрле сывлăш пĕлтерĕшĕпе пахалăхне уçса паракан лабораторине çул тытрĕç. Луиза Павлова ?Енĕш Нăрваш/ тĕрлĕ чăрмавсем витĕр “Хурсем_акăшсем” юмахри Иванушкăна шырарĕ ачасемпе. “Асамат кĕперĕ” шкулчченхи учрежденире ĕçлекен Лариса Фоминапа ачасем педагогсен мероприятийĕнче чăн-чăн экологсем пулнине çирĕплетсе пачĕç. Вĕсем экоюмаха Йăвапа пĕрле çулçÿреве тухрĕç. Экологи пĕлĕвĕпе пуянлатрĕç хăйсен ăсне, Çĕр çинчи пĕтĕм чĕрĕ чунсемшĕн ответлă пулнине çирĕплетсе пачĕç.
Ачасем тахçантанпах пĕрле ĕçленĕ пек хăйсен “çĕнĕ” воспитателĕсене кăмăлларĕç.
Эксперт комиссине çăмăл пулмарĕ. Конкурсра Лариса Владимировна Фомина çĕнтерни çирĕпленчĕ юлашкинчен, Любовь Васильевна Кириллова, Марина Владимировна Буинцева парнесем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Лариса Фомина “Çулталăк воспитателĕ” конкурса пуçласа хутшăнчĕ. Вăл район чысне хÿтĕлеме тивĕçлĕ пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика