04 апреля 2017 г.
Иван Моторин премьер-министр ертсе пынипе республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе выльăх-чĕрлĕхпе тискер чĕрчунсен чирĕсемпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă.
Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов каланă тăрăх, республикăра Çĕпĕр чирĕ, бруцеллез, туберкулез тĕлĕшпе лару-тăру йĕркеллĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăх предприятийĕ-сенче мăйракаллă шултра выльăхăн лейкозĕпе çыхăннă йывăрлăхсем çук мар.
Уйрăм сăмах - сыснасен Африка чуми пирки. Вăл ерекен хăрушă чир. Сергей Скворцов каланă тăрăх, çак чиртен сиплемелли е сыхланмалли вакцина çук-ха. Пĕлтĕр Пăрачкав районĕнчи пĕр килхуçалăхра асăннă чире тупса палăртнă хыççăн вăл сарăлассинчен сыхланса анлă мерăсем йышăннă. Çакă, паллах, пулăшман мар. Çапах та каярахпа хир сыснисем вилнĕ тĕслĕх пулнă. Çавăнпа Африка мурĕ тĕлĕшпе паян кун та сыхлăха çухатма юрамасть.
Ытти чир-чĕр те тимлĕхсĕр юлмалла мар. Çĕпĕр мурĕнчен унпа чирлеме пултаракан мĕнпур выльăха вакцинаци тăваççĕ.
Чăваш Енĕн тĕп ветеринарĕ Европăра кайăк-кĕшĕк грипĕ сарăлни çинчен те аса илтернĕ. Ку чир Мускав облаçне те çитнĕ. Унта асăннă чирпе епле кĕрешнине телевиденипе те кăтартнă. Апла пулсан, килти кайăк-кĕшĕк тĕлĕшпе те сыхă пулмалла. Халĕ, кайăксем кăнтăртан вĕçсе килнĕ вăхăтра çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Сергей Скворцов çак вăхăтра та пулса чăх-чĕпе, хур-кăвакала хупса усрама кирлине асăрхаттарнă.
Вырсарникун телевиденипе Китайра пуранакан 6 çын кайăк-кĕшĕк вирусĕпе сиенленнине пĕлтерчĕç.
Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Александр Коршунов тискер чĕрчунсем хушшинче тĕрлĕ чир-чĕр сарăласран сыхланни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Сыснасен Африка мурĕ-пе, чĕрчунсен урмăш чирĕпе çыхăннă хăрушлăхран сыхланса тилĕсен, кашкăрсен, хир сыснисен йышне чакармалли йышăнусем тунă. Ветеринари службин ĕçченĕсем килти выльăхсене вакцинаци тăваççĕ. Сăмахран, райветстанцири Лариса Симушкинапа Зоя Рузавина ветспециалистсем çак кунсенче те Киччĕ ялĕнчи килхуçалăхри выльăхсене урмăш чирĕнчен хÿтĕлесе вакцинаци тунă. Çавăн пекех ветеринарсем сунар хуçалăхĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле тискер чĕрчунсем валли тĕрлĕ çĕрте урмăш чирĕнчен сыхланмалли вакцинăсем хурса панă. Пирĕн район территорийĕ-нче кунашкал вакцинăна çулталăк пуçланнăранпа 800 доза хурса тухнă. Ку ĕçе малалла та туса пырĕç.