АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсенчи тĕрĕслев

04 апреля 2017 г.

Вĕрентÿ тытăмĕнчи районти профсоюз организацийĕн 2017 çулхи планĕпе килĕшÿллĕн пуш уйăхĕнче ĕçлев сыхлавĕн штатра тăман техника инспекторĕ Алена Николаева Йăнтăрчă, Чутей, Тушкил тата Енĕш Нăрваш шкулĕсенче ĕçлев сыхлавĕпе техника хăрушсăрлăхĕн законодательствине епле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Ачасемпе вĕрентекенсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн тăрăшса асăннă шкулсенче ĕçлев сыхлавĕн, пушар тата техника хăрушсăрлăхĕн правилисене тимлĕхре тытаççĕ, вĕсенче ĕçлев сыхлавĕн инструкцийĕсене, эвакуаци планĕсене туса хатĕрлесе çирĕплетнĕ, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçлĕ документацисем пур, инструктаж панине регистрацилесе пыма ятарлă журналсем уçнă, пушар сÿнтермелли хатĕрсене вăхăтра йĕркене кĕртсе тăраççĕ, пушар хăрушсăрлăхĕпе, ĕçлев сыхлавĕпе тата террора хирĕçле информаци стенчĕсем йĕркеленĕ. Çапах та уйрăм документацие туллин йĕркелесе çитерессипе хăш-пĕр çитменлĕхсем палăрнă. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен ертÿçисене методика сĕнĕвĕсем панă

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика