04 апреля 2017 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев Чăваш Енре право йĕркине пăсасран асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен Комисси ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри - эрех-сăра ĕçсе йĕркене пăсассинчен асăрхаттарасси.
“Паянхи куна Чăваш Республикинче пурăнакансенчен эрех-сăра енне 25 пин çын туртăннине шута илнĕ. Асăннă кăтарту, пĕлтĕрхинчен 20 процент пĕчĕк пулни сисĕнет. Пурпĕрех усал шĕвеке ĕçекенсене асăрхаттармалла, ыйту кун йĕркинче çивĕч тăрать”, - тенĕ ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Светлана Ананьева.
ЧР ШĔМĕн обществăри йĕркелĕхе пăхса тăракан пай пуçлăхĕн çумĕ Александр Макаров хăйĕн докладĕнче, профилактика ĕçĕсене вăхăтра ирттернине кура, регионта йĕркене пăсакансен шутне чакарма май килнине каланă. Калăпăр, обществăлла вырăнсенче, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ 24,5 процента çити чакнă. Çапах та çынсем йĕркене ытларах ÿсĕрле пăсни сисĕнет.
Юрий Васильев республикăра халăха эрех-сăра ĕçмелли вырăнсем сахал мар пулнине, ку енĕпе йĕрке пулмаллине асăрхаттарнă. “Паянхи кун çакăн йышши объектсем кăмпа евĕр ÿссе, сарăлса пыраççĕ. Влаç органĕсенче ĕçлекенсен депутатсемпе пĕрле йĕркене пăсакансене явап тыттарма тăрăшмалла. Усал шĕвеке ĕçсе халăхăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать, регионта социаллă ыйту çивĕ-членет”, - тенĕ вăл.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче предпринимательсене лицензисем панă чух министерство вĕсене анлăн тĕрĕсленине пĕлтернĕ.
2016 çулта пурĕ 746 тĕрĕслев ирттернĕ. Экономика министерстви эрех-сăра сутакан объектсене пурăнмалли çуртсем таврашĕнче пачах та хута яма юраманнине, çынсене каçхине эрех сутмалли вăхăта пăрахăçлама сĕнет. Ĕç хучĕн проектне те хатĕрленĕ.
“Енчен те эрех-сăра ĕçсе йĕркене пăснă тĕслĕхсене чакарас тесессĕн, пирĕн çирĕп йĕркесем йышăнмаллах. Ытти регионсен паха опытне те тĕпе хума пĕлмелле. Влаç тата сывлăх сыхлав органĕсенче ĕçлекенсен, право хуралĕнче тăрăшакансен яланах пĕр-пĕ-ринпе тачă çыхăнмалла, вăхăтра кирлĕ пек мерăсем йышăнма пĕлмелле. Ун чухне тин ыйту туллин пурнăçланĕ”, - тенĕ Юрий Васильев.
Вăл муниципалитет пуçлăхĕ-сен ĕçне хаклама йышăннă критерисен шутне çак ыйтусене те кĕртмеллине каланă. “Енчен те вĕсем ыйтăва кирлĕ пек татса памасан, сăлтавĕ куç умĕнчех пултăр. Ертÿçĕ-сен йывăрлăхсене сăнавçăсем пек айккинчен пăхса тăмалла мар, татса парассишĕн тăрăшмалла”, - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.