АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Корней Чуковский çуралнăранпа 135 çул çитрĕ

04 апреля 2017 г.

Вырăссен ача-пăча писателĕ, литературовечĕ, критикĕ тата куçаруçи Корней Иванович Чуковский (1882-1969) çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Вăл 1901 çултан тытăнса журналист ĕçĕпе пурăннă, тĕпрен илсен, писательсем çинчен очерксем пичетленĕ, каярахпа вĕсене “Чеховран пуçласа паянхи кунччен” (1908 ç.), “Çынсем тата маскăсем” (1914 ç.) тата ытти кĕнекесенче пухса кун çути кăтартнă. 1916 çулта М.Горький Чуковские “Парус” издательствăра ĕçлеме чĕнсе илнĕ, ăна ачасем валли çырма сĕннĕ. Чуковскин сăвăлла çырнă юмахĕсене - “Мойдодыр”, “Тараканище”, “Муха-цокотуха”, “Бармалей”, “Айболит” - ачасем паянхи кун та юратса вулаççĕ. Ачасен чĕлхине, вĕсен сăмах пулăвĕсене, пултарулăхĕпе психологине тĕплĕн тĕпчесе тишкерсе “Маленькие дети” (1928 ç.) кĕнеке çырнă, кайран вăл “От двух до пяти” (1970 ç.) ятпа тепĕр хут кун çути курнă.
Вырăс вулаканĕсене У.Уитменăн “Листья травы” (1907 ç.) кĕнекипе пуçласа паллаштарнă хыççăн Корней Чуковский нумай çул хушши куçару ĕçне те туса пынă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика