АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан пухмач тулать

31 марта 2017 г.

Марафонăн республикăри пухмачĕ 1 миллион та 860 пин тенкĕлĕх пуянланнă. Ку енĕпе Вăрнар, Патăрьел тата Елчĕк тăрăхĕсенче пурăнакансем уйрăмах пуçаруллă. Иртнĕ çул сăваплă акцие хутшăннисен йышĕ 1600-тен иртнĕччĕ, йывăр шăпаллă ачасене, сусăрсене, тăлăхсене пулăшмашкăн 8 миллион тенкĕ пухнăччĕ.
“Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” марафона пирĕн хутлăхра 21 çул каялла пуçарнă. Юлашки 4 çулта кăна ыркăмăллăх ĕçне 33 миллион тенкĕ хывнă.
“Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” марафон Тăвай районĕнче вăй илсех пырать. Паянхи кун тĕлне унăн пухмачĕнче - 128730 тенкĕ.
Иртнĕ кунсенче ыркăмăллăх юхăмне районти социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем - 800, Тĕмер, Енĕш Нăрваш, Çĕнĕ Пуянкасси, Чутей ял тăрăхĕсем - 1000, 1050, 1000 тата 370, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр - 2525, “Аль” ФСК - 2550, пенси фончĕн уйрăмĕ - 1000, 45-мĕш пушар чаçĕ - 2000, Çĕнĕ Пуянкассинчи, Йăнтăрчăри, Турикас Тушкилти вăтам шкулсем - 4200, 3500 тата 5100, “Акконд-агро” фирма 12621 тенкĕ хывнă.
Марафон укçипе нумай ачаллă тата йывăрлăха лекнĕ çемьесене пулăшаççĕ, больницăсене хальхи йышши оборудованипе, сиплевĕн ятарлă препарачĕсемпе, тренажерсемпе, итлев аппарачĕсемпе пуянлатаççĕ, вĕренÿ учрежденийĕ-семпе ача сачĕсем валли сĕтел-пукан, тетте, кĕнеке туянаççĕ. Фонд нухрачĕ ачасен пултарулăх ушкăнĕсене, ăста çамрăксене хавхалантарма каять.
В.ИЛЬИНА.
Марафона пирĕнтен кашниех хутшăнма пултарать. Çапла тумашкăн “Раççей ача-пăча фончĕ” ыркăмăллăх фончĕн Чăваш Енри уйрăмне пымалла (адресĕ: Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт) е (8352) 62-89-42 номерпе шăнкăравламалла. Укçана марафон шучĕпе фонд счетне куçармалла.
Унăн реквизичĕсем:
Получатель ЧРО ООБФ “Российский детский фонд”
ИНН 2128005408, КПП 213001001
Расчетный счет № 40703810075220160067
в Отделении № 8613 Сбербанка России г.Чебоксары,
БИК 049706609, к/с 30101810300000000609

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика