АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырри манăçмасть

31 марта 2017 г.

“Ял ĕçченĕ” хаçатăн февраль уйăхĕнчи номерĕнче Николай Ананьев хирург çинчен çырни куç тĕлне пулчĕ. Хушаматне курсанах чун-чĕре пăлханса кайрĕ. Куçлăх тăхăнсах вуласа тухрăм статьяна. Эпĕ пĕлекен Тенеялĕнче çуралса ÿснĕ тухтăр иккен. Ятлă-сумлă, сăваплă ĕçĕпе чапа тухнă çын халăх асĕнчех упранать ав. 
Николай Ананьевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Аманнисене сипленĕ, мĕн чухлĕ салтака вилĕмрен çăлнă пулĕ. Çĕнтерÿпе таврăнсан та юратнă ĕçне малалла тăснă. Н.Ананьев медицина институтĕнче вĕреннине пĕлтĕм. 1950 çултан Шупашкарта республикăри клиника больницинче врачра, травматологи уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 1967 çулта вăл медицина наукисен кандидачĕн ученăй степеньне илме диссертаци хÿтĕленĕ. Çав çулсенче Тăвай район больницине килсе кăткăс операцисем туса мĕн чухлĕ çынна çĕнĕрен пурнăç парнеленĕ. Çакна хамăр çемье тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пултаратăп.
...Пĕрремĕш чун тĕпренчĕкĕ çут тĕнчене килсен çемьен савăнăçĕ вĕçĕ-хĕрри çук тейĕн. Ывăлăм çур çула çитсе пырать. Çирĕппĕн ÿсет, анчах сулахай ури çине тăраймасть. Ура лаппи чалăшшăн ÿсет. Халех тăрăшмасан инвалид пулса юлать. Николай Ананьев хирург Тăвайне килессине пĕлсен ирех çула пуçтарăнтăмăр. Çурранах çитрĕмĕр. Сăпайлă калаçрĕ, ăçта ĕçлени таранах ыйтса пĕлчĕ вăл, операци вăхăтне палăртрĕ.
Эпĕ Тĕмерти участок больницинче поварта тăрăшаттăм, мăшăр “Победа” совхозра выльăх-чĕ-рлĕх пăхнă çĕртеччĕ.
Виçĕ пĕчĕк ачана операци тумалла тата çав кун. Тĕмертен район центрне çитме 9 çухрăм. 1955 çулсенче хальхи пек çулсем çинчен ĕмĕтленме çеç пултарнă. Ку хутĕ-нче лаша кÿлсе ирех çула тухрăмăр. Ялти участок больницинчи Александр Семенович Шилинпа Зоя Федоровна Челякова тухтăрсем те тимлерĕç ачан сывлăхĕшĕн. Шел те, ыттисем темшĕн пĕчĕк ачисене операци тутарма илсе килмен.
Н.Ананьев Шупашкартан вертолетпа çитнĕ иккен. Операци мĕн вăхăта тăсăлнине астумастăп. Ача макăрни вара хăлхара янăрать. Суранне гипсласа ярса алла илнĕ хыççăн тин тăна кĕнĕ пек пултăм.
-Лăпланăр, амăшĕ, лăпланăр. Тÿрленет. Курсах тăрăр, ывăлăр моряк пулать акă, - терĕ Николай Ананьевич.
Чăна килчĕç хирург сăмахĕсем. Сывлăхĕ юрăхлипе службăна 3 çул ытла шыв ай кимминче ирттерчĕ. Салтакра чухне отпуска та ячĕç, тав çырăвĕсем килчĕç. Мускавра метро тунă çĕрте прорабра ĕçлесе пенсие тухрĕ ывăл Иван Васильевич.
Ентеш пулăшнине нихăçан та манмастпăр эпир. Леш тĕнчене куçнă çывăх çынсене асăнтарнă чухне Николай хирург ячĕпе те яланах çурта çутатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика