31 марта 2017 г.

“Тăвайри кооператив” потребобществăн ача-пăча таварĕ-сем сутакан магазин ăçта-ши; - ыйтрĕ урампа утса пынă чухне пĕр хĕрарăм. Район центрĕ-нче нумайранпа пурăнатăп пулин те, тÿрех хуравлаймарăм ăна.
-Ара, Ленин проспектĕнчи апат-çимĕç таварĕсем сĕнекен магазинăн иккĕмĕш хутĕнче ĕçлет халь ача-пăча таварĕсен уйрăмĕ. Улăхсах курăр унта. Ачана аялтан тăхăнтармаллисенчен пуçласа, икĕ мăйракинчен тытса, сикмелли пысăк шар таранах сутаççĕ уйрăмра, суйла кăна, - аса илтĕм самантран.
Тĕрлĕ виçеллĕ куртка, шăлавар, калпак, алсиш, кĕпе, ачана çумалли япаласем, теттесем, хĕлле тĕртсе çÿремелли коляска, çуллахи урапа тата ытти те. Сентресем пушă мар, чылай тавара урайне вырнаçтарма май тупнă.
Пĕр япали хыççăн теприсене тытса пăхас килет, хакĕсем те чăтăмлă.
-Ака уйăхĕнчен акци пуçланать пирĕн магазинра. Ачан çуралнă кунĕ çитиччен виçĕ кун маларах кирек мĕнле тавара та хакне 10 процент чакарса сутаççĕ. Шăп çуралнă кунĕнче те савăнтарĕç пĕчĕккисене. Çавăн пекех ун хыççăн 3 кун иртиччен çак акци тăсăлать. Çапла 7 кун хушшинче йÿ-нетнĕ хаксемлĕ таварсемпе ачасен кăмăлĕсене çĕклеме пултаратăр, - тĕплĕн ăнлантарать Венера Репейкина сутуçă.
Вăл уйрăма кĕрекен кашни ачана хăвăрт асăрхать, мĕн туянас шухăшлă пулнине ыйтса пĕлет. Ăна кăмăла каякан тавар пулсан, сентре çинчен илсе кăтартать. Енчен те пĕчĕк çынна тивĕçтерме май килмесен, тепĕр темиçе кунтан кĕрсе тухма ыйтать. Мĕнлине илсе килмеллине çырса юлать. Суту-илÿре 10 çул тăрăшать илемлĕ пит-куçлă хĕрарăм, тавар туянакансемпе ăшшăн калаçать.
Тепĕр хут аса илтеретпĕр. Ача-пăча таварĕсен уйрăмĕ Тăвайри Ленин проспектĕнчи магазинăн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Сире унта хаваспах кĕтеççĕ.