31 марта 2017 г.
Вулакан каçартăр. Ватă çынсем ытларах ĕлĕкхи пурнăçа аса илсе кăсăкланма юратаççĕ. Пурне те килĕшсех каймасть çакă. Мĕне кирлĕ иртнĕ вăхăта аса илни, вăл пурпĕрех каялла таврăнас çук вĕт-ха, тетпĕр хамăр та. Ку çаплах ĕнтĕ. Анчах ĕлĕкхи пурнăç _ ватă çынсен çамрăклăхĕ. Çамрăклăх кирек мĕнле пулнă пулсан та, çыннăн чи ырă, чи хаклă вăхăчĕ. Çавăнпа та чи лайăх вăхăта аса илесех килет.
Шкулта вĕреннĕ чух, çуллахи каникул вăхăтĕнче, эпир Канаша сĕт сутма каяттăмăр. Сĕт сутса укçипе çăкăр илсе килмелле пулнă пирĕн. Хырăм выççи, çăкăр çукки хăваланă пире хулана.
Çуллахи çĕр питĕ кĕске, ир-ирех хĕвел тухать. Анне тăрса ĕне сунă, сĕтне чет- вĕрт кĕленчине тултарса, кутамккана чиксе хатĕрлесе хунă. Пире вăратать, “Завод кăшкăртса сасă париччен ВРЗ-на çитмелле сирĕн”, - тет. Хăйĕн ĕнене кĕтÿне яма каймалла. Ирхи тутлă ыйхăран вăранма питĕ йывăрччĕ пире, ачасене, анчах тăмаллах. Пит-куçа сивĕ шывпа çăваттăмăрччĕ те кутамккана çурăм хыçне çакса тухса утаттăмăрччĕ Канашалла. Канашра вагонсем юсакан завод - ВРЗ пур. Вăл пысăк завод, виçĕ пин çын ытла ĕçлет унта тетчĕç вăл вăхăтрах. Рабочисем йышлă пулнă унта, пурте пекех бараксенче пурăннă.
Çывăхра пысăк завод пурри пирĕншĕн пысăк телей пулнă. Унта ял çыннисем сĕт-çу, çăмарта, пахча-çимĕç, çĕрулми, çăм тата ытти тĕрлĕ тавар сутнă. Вăл пире кăштах укçаллă пулма, çăкăр туянса çиме май панă. Рабочи класс хресченсене паракан хăйне евĕр пулăшу пулнă ку.
ВРЗ виçĕ сменăпа талăкĕпех ĕçленĕ. Кашни смена умĕн завод рабочисене ĕçе йыхравласа гудок паратчĕ, смена вĕçленсен те кăшкăртатчĕ. Çĕрлехи смена ирхине 7 сехетре вĕçленнĕ - завод кăшкăртнă, 8 сехетре кăнтăрлахи смена пуçланнине пĕлтернĕ гудок.
Эпир хулана ирхи пĕрремĕш гудок тĕлне çитме тăрăшаттăмăр. Ку вăхăтра хăшĕ ĕçрен тухать, теприсем ĕçе кĕреççĕ. Çын нумай çÿрет, çавăнпа туянакансем те сахал мар.
Завод поселокĕ-нче таварсем сутмалли ятарлă павильон пурччĕ, анчах эпир унта кĕме хăранă. Унта тăнăшăн “вырăн укçи” тÿлеттернĕ. Эпир сĕте бараксем тăрăх çÿресе сутнă.
_Молоко, молоко! Утрешнее молоко! - тесе кăшкăрса çÿретчĕç ачасем. Ирхи сĕте (“утрешнейне”) юрататчĕç, каçхинехине, йÿçĕхме пултарнине, никамăн та илес килмен, паллах. Бараксем тăрăх кăшкăрса çÿресси çăмăл мар, хăрушă та пулнă. Çĕрлехи сменăран таврăннă рабочисем канма чăрмантарнăшăн усал сăмахсемпе ятлаçсах, хĕнесе яраслах вăрçатчĕç. Хăшĕ-пĕри тата сĕтне илсе юлать те, укçа памасăрах хăратса кăларса ярать. Ачасене çакăн пек макăртакан усал çынсем те пулкаланă çав.
Хăшĕсем тата сĕте тутанса пăхам пекки туса е алă тупанĕ çине тумлатса сăтăркаласа “тĕрĕслетчĕç”. “У тебя молоко не жирное, грязное”, _ тесе тиркеме пăхатчĕç, хакне йÿнеттересшĕнччĕ. Пĕр литр сĕте ун чухне виçĕ тенкĕпе сутнă, тиркешсе вара икĕ тенкĕ çурăпа илесшĕ-нччĕ. Анчах хулара та ырă кăмăллă çынсем пурахчĕ çав.
-Не обижайте мальчиков, они ведь по нужде приходят сюда, свое молоко продают, - тесе пирĕн хута кĕрекеннисем те çук марччĕ.
Йывăр, тертлĕ пулсан та, илсе кайнă сĕте кăнтăрлаччен сутса пĕтереттĕмĕр. Пĕр четвĕрт сĕте ăнăçлă сутсан кĕсьере 9 тенкĕ укçа пулатчĕ. ВРЗ-ра рабочисем валли йÿнĕрех хакпа çитерекен столовăй пурччĕ. Унта тип çупа пĕçернĕ лапша яшки, пĕр стакан пылак чей, 150 грамм çăкăр илсен, шăп 1 тенкĕ тÿлемеллеччĕ. Ăна кашни кунах çиеттĕмĕр. Питĕ тутлăччĕ вăл килте курăксем ярса пĕçернĕ апатпа танлаштарсан.
Кăнтăрла 12 сехет тĕлне лавккана çăкăр илсе пыратчĕç. Ку вăхăт тĕлне унта халăх питĕ йышлă пухăнса черетленсе тăратчĕ, лавкка уçасса, çăкăр сутма пуçласса кĕтнĕ çынсем. Çăкăрне пушатса пĕтерсен лавкки уçăлатчĕ. Пуçланатчĕ вара унта кĕрешÿ, тавлашу, кăшкăрашу - черетсĕр илме хăтланакансем, куштаннисем питĕ нумайччĕ.
-Деревенским не давать! Деревенским не давать! - тесе кăшкăрашатчĕç çав хула çыннисем, юратман вĕсем пире паллах. Çав тери хытă тарăхса çиленеттĕмĕр эпир вĕсене, питĕ усал тăшмансем пек туйăнатчĕç вĕсем пирĕншĕн.
Анчах халĕ, нумай çул иртнĕ хыççăн, çак пулăма аса илсен, вĕсем тĕрĕсех пулнă тесе те шухăшлас килет. Хулари рабочисен пурнăçĕ те пылак пулман вăл вăхăтра, çăкăра хулари магазина рабочисем валли илсе пынă. Эпир вара вĕсен пайне тытса илнĕ пек туйăннă вĕсене. Çитмен пурнăç вăрçтарнă-çке.
Пĕр килограмм çăкăр вăл вăхăтра икĕ тенкĕ çурă тăнă. Çăкăра виçсе сутатчĕç. Пĕр буханка килограмран ытларах пулсан, касса юлнă. Çăкăра пĕр çынна икĕ килограмм таран кăна панă. Сĕт сутнă укçа апат çинĕ хыççăн 8 тенкĕ- виçĕ кило çăкăрлăх юлнă. Черетпе икĕ кило илнĕ хыççăн юлташсемпе майлаштарса иккĕмĕш черете тăрса тепĕр буханка çăкăр илме май килтереттĕмĕр çапах та. Юлашки юлнă 50 пус укçана кĕркунне шкула кайма, çĕнĕ кĕнекесем илме пухса пыраттăмăр.
Сĕтне ăнăçлă сутнă, апат çинĕ, çăкăрне те туяннă хыççăн тулли кăмăлпах киле таврăнаттăмăр.
Çапла пулнă пирĕн вăрçă хыççăнхи ачалăх. Çапах та кулянман эпир. Шкулта тăрăшсах вĕреннĕ, çĕршыва юратнă, малашлăх лайăх пуласса çирĕп шанса пурăннă.