АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр - суя укçасем

31 марта 2017 г.

Юлашки вăхăтра пирĕн республикăра та, ытти субъектсенчи пекех, суя укçасем тупăннă тĕслĕхсем нумайлана пуçларĕç. Суя укçасем ытларах пысăк магазинсенчен, автозаправкăсенчен тата çул хĕрринче ларакан кафесемпе апат-çимĕç магазинĕсенчен пырса кĕрекен укçасем хушшинче тĕл пулаççĕ. Ытларах чухне суя укçасене банка илсе килсен кăна тупса палăртаççĕ. Ку вара пурне те сисчĕвлентермелле, мĕншĕн тесен пирĕн республикăри тата çавăн пекех пирĕн районти суту-илÿ енĕпе ĕçлекенсем суя укçана чăн укçаран уйăрса илме лайăх пĕлеймеççĕ, нумай суту-илÿ çурчĕ-сенче вĕсене уйăракан аппарат та çук.
Пĕлтĕр кăна пирĕн районта суя укçапа çыхăннă 5 тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсенчен 4-шне пĕр çын, Канашра пурăнакан ?ют çĕршывра çуралнăскер/ тунă. Ăна çийĕнчех тытса чарнă, халĕ вăл йĕплĕ пралук ăшĕнче наказани срокне татать.
Кăçал пирĕн районта суя укçапа çыхăннă преступленисем пулман, анчах та пирĕнпе кÿршĕллĕ Вăрмар районĕнче çакăн пек тĕслĕх тупăннă. Унта кăçалхи нарăс уйăхĕнче пĕр ялта пурăнакан А. вырăнти Россельхозбанк уйрăмне перекет кĕнеки çине хума хутлă укçасем илсе пынă. Укçасем 5000 тата 1000 тенкĕлĕххисем пулнă. Банк ĕçченĕ хут укçасене тĕрĕсленĕ вăхăтра пĕр 1000 тенкĕлĕххи суя пулнине тупса палăртнă. А. вырăнти банка илсе пынă хут укçасем унăн пенси панă тата пĕлтĕр çулла пасарта тĕрлĕ улма-çырла сутнă хыççăн пухăннисем тесе çирĕплетет, 1000 тенкĕлĕх суя укçана ăна такам пасарта сутнă улма-çырлашăн парса хăварнă тесе шутлать.
Вырăнти следстви уйрăмĕнче паллă мар çын тĕлĕшпе халĕ уголовнăй ĕç пуçарнă.
Енчен те А. çав укçапа япала илме тăнă е ăна кама та пулса панă пулсан ун тĕлĕшпе те уголовнăй ĕç пуçарнă пулĕччĕç.
Çавăнпа та çынсен пысăк купюрăллă укçасемпе питĕ асăрхануллă пулмалла. Хальхи вăхăтра суя укçасем хушшинче уйрăмах 500, 1000 тата 5000 тенкĕлĕххисем ытларах тупăнаççĕ. Пирĕн халăх тĕрлĕ республикăсене шапаша çÿреме юратать, унтан илсе килекен укçасемпе те питĕ тимлĕ пулмалла. Енчен те пирĕн республикăра та суя укçасем тупăннă пулсан, пысăк хуласенче вара ун пек тĕслĕхсем тăтăшах тĕл пулаççĕ.
Енчен те алла илнĕ купюра сире суя пек туйăнсан, вĕсене тÿрех полици уйрăмне е банка килсе тĕрĕслеттерме тăрăшăр.
Тепĕр хут аса илтеретпĕр, енчен те эсир суя укçа туса хатĕрлесен, ăна суя пулнине пĕлетăркач упрасан, пĕрле илсе çÿресен е унпа усă курсан сире РФ Уголовнăй Кодексăн 186-мĕш статйипе айăплĕç. Ку преступлени йывăр категори шутне кĕрет, унăн 1-мĕш пайĕпе килĕшÿ-ллĕн сире 8 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ, енчен те суя укçа шучĕ нумай пулсан, 186-мĕш статьян 2-мĕш пайĕпе айăпласа сире ирĕкрен 12 çул таран, çавнах эсир темиçе çын пĕр ушкăна пĕрлешсе каварлашса турăр пулсан, сире 15 çуллăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.
Суя укçасене çакăн пек паллăсемпе уйăрма пулать:
-укçана хуçлатсан унăн краски хăпăнмалла мар;
-çутă çинче пăхсан укçа çинче шăтарса укçа номиналне çырса хуни пулмалла, çав вăхăтрах шăтарнă шăтăксем пĕр пек пулмалла;
-купюра çинчи номинала çырнине тытса пăхсан алла лекмелле ?яка пулмалла/ тата ытти те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика