31 марта 2017 г.

Вăрçăпа ĕç ветеранĕсен районти канашĕ сумлă çулпа малалла утăмлать. 30 çул хушшинче аслă ăрури çынсем çамрăксене патриотла воспитани парассипе, вăрçăра паттăрлăх кăтартнисене ĕмĕр асра тытассипе, тăван çĕршывăн историне упрассипе чылай ĕçлеççĕ.
Тăвай енри ветерансен юхăмне Е.Т.Васильев, В.А.Козлов, И.Н.Николаев, В.Г.Григорьев пуçарнă. Ветерансен канашĕ район администрацийĕ пулăшнине туйса тăрать. Тĕлпулусем çÿллĕ шайра иртеççĕ. Ветерансем хăйсен сывлăхĕпе тата пурнăçĕпе тăтăшах интересленсех тăнишĕн савăнаççĕ, тав тăваççĕ ертÿçĕсене.
Районти ветерансен канашне 2003 çултанпа Р.А.Гурина ертсе пырать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин республикăри Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине 2012 тата 2015 çулсенче тивĕçлĕ пулнă тăвайсем хăйсен тивĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçласа пынăшăн. Р.Гуринана Чăваш Республикин (2014 çулта), район администрацийĕн тата ЧР вăрçă ветеранĕсен Канашĕн Хисеп грамотисемпе, Пĕтĕм Раççейри вăрçă ветеранĕсен Канашĕн Хисеп Паллипе чысланă. ЧР ветерансен Канашĕн Хисеп грамотипе 21 активиста хавхалантарнă, районти Канашăн Хисеп грамотине 29 çынна панă.
Районти ветерансен канашĕ 28 пуçламăш организацине пĕрлештерсе тăрать, пурĕ 33 çын шутланать, вĕсенчен çиччĕшĕ Президиум членĕ.
Тăвай енре 5495 ветеран пурăнать, çав шутра 2239 ĕç ветеранĕ, вăрçăра пулнисем 15 çын, тылра активлăх кăтартнисем - 307, вилнĕ çар çыннин тăлăха юлнă арăмĕсем - 63.
Пĕччен пурăнакан тата ватăлнă инвалидсене социаллă пулăшу парасси 1989 çултанпа аталанма пуçланă. Районти ветерансен вăхăтлăха пурăнакан икĕ уйрăмĕ-нче 22 вырăн пур хальхи вăхăтра. Киле пырса пулăшассине те йĕркеленĕ, пурĕ çак майпа 106 ватăпа инвалид усă курать. Халăха социаллă пулăшу паракан центрпа тачă çыхăнса ĕçлет районти ветерансен канашĕ.
Шкулсенче те пулатпăр эпир. Патриотла воспитани парассипе Тăвайри вăтам шкул ырă тĕслĕх кăтартать. Шкулти кадетсем республикăри “Зарница” тата “Орленок” вăййисенче кашни çулах малти вырăнсене йышăнаççĕ.
“Çĕршыв ывăлĕсем” офицерсен юлташлăхĕпе те çыхăну тытатпăр. Вунă çул ытла Мускавран района Чăваш Енре çуралса ÿснĕ офицерсемпе курсантсем килеççĕ. Кадет класĕнче вĕренекенсемпе пĕрле парада тухаççĕ вĕсем. Уяв тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хăйĕн кăкăрĕпе нимĕçсен амбразурине хупланă Кармалти Н.Афанасьев палăкĕ умĕнче пуçланать те Тăвайри Мухтав монуменчĕ умĕнче вĕçленет.
Пĕлтĕр юпа уйăхĕнче район территорийĕнче тăшмансенчен хÿтĕленмелли сооруженисене тунăранпа 75 çул çитнине паллă турăмăр. Окопсемпе траншейăсене 45_50 градуслă сивĕре чавнă хĕрсемпе хĕрарăмсем. Кашни çул çак 50 километрлă сооруженисем тăрăх йĕлтĕрсемпе похода тухаççĕ Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем.
Тăвайри тата Енĕш Нăрвашри музейсенче пулса курнă хыççăн пирĕн чунсене вăй-хăват кĕнĕн туйăнать.
Районти чылай ветеран килте кичемленсе лармасть. 10 çул ытла аслă ăрурисен хорĕ савăнтарать çынсене. Пирĕн ял тăрăхĕнче ветерансен ансамблĕсем ĕçлессине йĕркеленĕ. Юлашки çулсенче ватăсем Хусан, Йошкар-Ола, Свияжск хулисенче, Шупашкарта тата “АККОНД” фабрикăра пулса курнă.
Ветерансен организацийĕнче ытларах хĕрарăмсем пуçарулăх кăтартаççĕ. Хăшпĕрисем çинчен кĕскен асăнса хăварар.
Г.Маковей Çĕнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кемеровăри патшалăх мединститутĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Чăваш Ене килнĕ ĕçлеме. Тăван районта ĕçлеме пушă вырăн пулман çамрăк специалист валли малтан. 1977 çулта килнĕ Тăвайне. 1978_1994 çулсенче больницăн тĕп стоматологĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Обществăлла ĕçсене аван хутшăннă хĕрарăм, больницăри профсоюз комитечĕн членĕ пулнă, хорта юрланă. Çăвара таса тытмалли пирки калаçусем йĕркеленĕ ялсенче пурăнакансемпе. Отпускра ял хуçалăх ĕçченĕсене пулăшма тăрăшнă. “Ĕç ветеранĕ” хисеплĕ ята илнĕ, ĕç стажĕ _ 40 çул унăн. 2015 çултанпа тивĕçлĕ канура Г.Маковей. Йĕлтĕрпе те çÿрет, бассейнра шыва кĕрет, скандинави уттипе интересленет. Ветерансен канашĕн секретарĕн тивĕçĕсене аван пурнăçласа пырать вăл.
Нина Николаевна Иванова “Сельхозхими” обществăра 1977 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа пенсие тухиччен ĕçленĕ, 38 çул унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ. “Ĕç ветеранĕ” хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнă. Н.Иванова - ветерансен канашĕн культурăпа массăллă мероприятисен секцийĕн ертÿçи.
Ираида Кирилловна Галкина районти ветерансен канашĕн председательне пулăшса пырать. Строительство организацийĕсенчи ответлă должноçсенче тăрăшнă вăл. Вунă çул районти медицина страхованин ертÿçинче вăй хунă, унтан тивĕçлĕ канăва кайнă.
Алексей Петрович Шишов Тăвай енри ветерансен Канашĕн Президиумĕн членĕ шутланать, 2016 çулччен çамрăксене шашка-шахматла выляма хăнăхтаракан клуб ертÿçинче пулнă. Спортпа массăллă ĕçсен секцине йĕркелесе пынă вăл.
Тăвай ялĕнче пурăнакан Валентина Кирилловна Терентьевана палламан çын сахал пулĕ районта. 40 çул вырăс чĕлхипе, литературипе пĕлÿ панă Тăвайри вăтам шкулта. 10 çул районти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвне ертсе пынă. Çамрăк вĕрентекенсен шкулĕ те ырă тĕслĕх кăтартнă çав вăхăтра Валентина Кирилловна пулăшнипе. Экзамен тыттаракансен комиссийĕнче те пулнă вăл. Республикăра вĕрентекенсен пĕлĕвне ÿстерекен курсра лекци те вуланă паллă ентешĕмĕр.
Тĕрлĕ наградăсем чылай В.Терентьеван. ”Ĕçре палăрнăшăн”, “Ĕç ветеранĕ” медальсем пур унăн. “Пионерсемпе лайăх ĕçленĕшĕн” знакпа ?Мускав/ наградăланă чи аслă категориллĕ вĕрентекене. Çамрăксене патриотла воспитани парассипе ĕçлекен секцие ертсе пырать Валентина Кирилловна. Тата ыттисем пирки те ăшă сăмах калама пулать. Пурне те асăнса пĕтерме çук пĕчĕк статьяра. Ыттисем çакăншăн кÿренмеççĕ пулĕ.
Вăрăм каçсенче ахаль лармастпăр эпир. Тĕрлĕ яла çитсе юрă-ташăсемпе савăнтаратпăр çĕр ĕçченĕсене. Ак, “Надежда” ятлă ветерансен хорĕ тата “Ивушки” ансамбль нумаях пулмасть Тушкилти тата Кушкăри ватăсен вăхăтлăха пурăнмалли уйрăмсенче пулчĕç.
Хăйсен программине аслă ăрурисем Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалларĕç. Е.Ильина, И.Галкина, Г.Маковей “Хуняма” интермеди лартса пачĕç. Чăвашла тата вырăсла çырнă юрăсене шăрантарчĕç ветерансем. Питĕ тимлесе итлесе ларчĕç ватăсен вăхăтлăха пурăнакан уйрăмĕсенче кунĕпе çĕрне ирттерекенсем хăйсен тантăшĕсемпе юлташĕсене. Чĕререн тав турĕç юлашкинчен.