31 марта 2017 г.
Тăвайри культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ Ирина Антонова çырнă, вырăсларан чăвашла У.Крукка куçарнă икĕ пайлă, тăватă курăнуллă “Ăслă арăм” камит выляса пачĕ.
Спектакльте халăх артисчĕсем ялта пулса иртекен пулăмсене чăн пурнăçри пек кăтартса пама пултарчĕç.
Матĕрне ролĕнчи Светлана Зверева кÿ- ршĕсене кÿрентермесĕр шахвăртса та юптарса вĕрентекен ăслă арăм пулса тăчĕ. Ваççа старик ?Алексей Моисеев/ _ кăмака çинчи юлхав, ĕçлемесĕрех тутлă çиме юратакан, хĕрарăма хакламан арçын. Марук карчăк ?Ираида Евдокимова/ _ пурнăç савăнăçне çухатнă, ĕçрен писнĕ, упăшкине юрама тăрăшса, çын ăсĕпе пурăнакан арăм. Кÿршĕ хĕрарăмĕ Сăпалюк ролĕнче Людмила Федорова пулчĕ. Вăл пур-çук хыпарсене пуçтарса ял касакан хĕрарăм вырăнĕнче ăсталăхĕпе палăрчĕ. Андрей Захаров аякри çултан ?хĕсметрен/ хĕрарăм патне хваттере кĕрсе мăшăр тупакан салтак рольне пултаруллă вылярĕ.
Спектакле Тушкилти “Сурпан” фольклор ушкăнĕнчи А.А.Матвеева, Ф.Н.Никитина, Н.В.Георгиева, Н.Н.Александрова, Г.А.Павлова, Т.Т.Шакина, З.В.Кириллова, Л.В.Григорьева вырăнти юрă-ташăпа илемлетрĕç, вĕсене купăспа ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Римма Павловна Маркова хавхалантарса пычĕ.
Çак спектакль Тушкилти Наталия Викторовна Георгиевашăн диплом ĕçĕ пулчĕ, ăна хаклама тĕп хуларан театрпа искусствăн паллă ĕçченĕсем килнĕ.
Жюри членĕсем вырăнти артистсен ĕçне хакларĕç, тĕрлĕ сĕнÿсем парса хавхалантарса хăварчĕç.
Театр постановкипе Тăвайĕнче, Элпуçĕнче, Тушкилте, Пуянкассинче пулчĕç. Халăх кашни ялтах ăшшăн кĕтсе илсе ăсатрĕ.