АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ

31 марта 2017 г.

Çĕр çинче тĕрлĕрен халăх пурăнать. Пирĕн Чăваш çĕршывĕнче ытларах чăвашсем пурăннăран чăваш юрри-ташши, халап-юмахĕ уйрăмах чуна çывăх, илемлĕ те асамлă туйăнать. Ĕлĕкхи йăх несĕлсенчен упранса юлнă халăх тумĕсенче чăваш халăхĕн аваллăх ахрăмне туйса илетпĕр, нушаллă историне сăнатпăр. Сайра хутра паянхи кун та ват асаннесен арчинче авалхи уяв çи-пуçĕ тирпейлĕн упранать. Çав çи-пуçра пирĕн халăх ăсĕ, пехилĕ, кăмăл-сипечĕ, ăраскалĕ, йăли-йĕрки сыхланса юлнă.
Чăваш наци конгресĕ пуçарнипе районта ирттернĕ «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурса кашни ял тăрăхĕнчен тенĕ пекех хутшăнчĕç. Тăвайри культура çуртĕнче халăхра сыхланса юлнă чăваш тумне-туприне _ хушпу, тухъя, шÿлкеме, тевет, сурпан, мăй çыххи, арçынсемпе хĕрарăмсен улачаран тĕртнĕ кĕписене тата ыттине те илсе килсе илемлĕн вырнаçтарса хунă. Шупашкартан наци конгресĕнчен жюри членĕсем пулчĕç: çи–пуç тĕрĕ ăсти, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Ивановна Воронова, Чăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçин çумĕ. «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурсăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ Нина Васильевна Андреева, Чăваш патшалăх культура институчĕн халăх пултарулăх кафедрин ертÿçи Раиса Михайловна Васильева. Тĕлĕнмелле илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă çынсем фойере чăваш юррисем юрларĕç, сцена çинче конкурса хутшăнакансем хăйĕн тумĕсем çинчен каласа пачĕç.
Конкурса тăратнă тумсенчен жюри хăйĕн асламăшĕн тумне тăхăнса килнĕ Тушкил ялĕнчи Ольга Сергеевăна, Галина Павловăна, Çĕнçырмари культура çуртĕнчи Надежда Максимовăна, Тăрмăшри Татьяна Ялугинăпа Светлана Спиридоновăна, Элпуçĕнчи Антонина Ефимовăна, Енĕш Нăрвашри Галина Русскаяна, Çĕнĕ Пуянкассинчи Лариса Соловьевăна, Алексей Пугачева, Лачкассинчи Зоя Семеновăна тата Тăвайри халăх музейĕнче упранакан тума пысăк хак пачĕç. Суйласа илнĕ чăваш тумĕсене тăвайсем Чăваш наци конгресĕ регионсем хушшинче Шупашкарти культурăпа ÿнер институтĕнче тата филармонинче йĕркеленĕ пысăк уява та тăратнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика