31 марта 2017 г.
Мартăн 29-мĕшĕнче ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева, Чăваш Республикинчи резерв тытăмĕн призыв комиссийĕн председателĕ пулнă май, граждансен çар службин призывне халалланă пленарлă ларăва хутшăннă. Инструкторпа методика пухăмĕсем ЧР çар комиссариатĕнче мартăн 29_30-мĕшĕсенче иртнĕ. Унта призыв комиссийĕсен председателĕсем, çар комиссарĕсем, çар комиссариачĕсен çар службин призывне хатĕрленессипе çыхăннă пайсен начальникĕсем, врачсем тата ыттисем хутшăннă. Наталья Тимофеева каланă тăрăх, 2016 çулта Чăваш Республики çар службин призывне хатĕрленсе ирттерессипе Тĕп çар округĕн субъекчĕсен иккĕмĕш разрядлă çар комиссариачĕсем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă. 2016 çулта 3051 çынна çара ăсатнă. 2017 çулхи апрель-июнь уйăхĕсенче республикипе 1334 çамрăка çар службине илĕç. Граждансене çар службине республикăн Канаш хулинчи сборнăй пунктĕ-нчен ăсатаççĕ.
Тăвай енрен çурхи призывпа 21 каччă салтаксен ретне тăмалла кăçал планпа.