АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Службăра тăраççĕ

24 марта 2017 г.

Мурманск облаçĕнче 2000 яхăн чăваш пурăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ “Чăваш тĕнчи” чăвашсен культура обществи” ятлă регионти обществăлла организаци ĕçне хутшăнать. Наци уявĕ-сем йĕркелеççĕ, облаçре пурăнакансене чăвашсен культурипе, йăли-йĕркипе, чĕлхипе паллаштараççĕ.
Пĕлтĕр Чăваш Енри кадетсем Мурманск облаçне çитсе курнă. Вĕсене Хĕрлĕ ялавлă Çурçĕр флочĕн Кольски флотилийĕ-нчи моряксемпе паллаштарнă. Çар çыннисен кулленхи пурнăçĕпе интересленнĕ çамрăксем. ЧР “Çарпа тинĕс флочĕн ветеранĕсен союзĕ” обществăлла организацин председателĕпе, ушкăн ертÿçипе В. Крюковпа пĕрле Полярный хула илемĕпе паллашнă. Пирĕн районтан та Мурманск облаçĕ-нче контрактпа службăра тăракансем пур. Денис тата Дмитрий Катяковсем (Тĕмер), Денис Матвеев (Амалăх), Руслан Волков (Чутей), Дмитрий Дмитриев (Киччĕ), Геннадий Алексеев (Вăрманхĕрри) Тăвай енре пурăнакансен чысне çÿллĕ шайра тытаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика