АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лидерсен шутĕнче

24 марта 2017 г.

Росстат çынсем патшалăхăн электронлă услугисемпе усă курнин çулленхи тĕпчев итогĕсене пичетлесе кăларнă. Раççейпе ку кăтарту вăтамран планпа пăхнă 50 процент вырăнне 51,3 процентпа танлашнă.
Чăваш Республики хăйĕн позицийĕ-сене нумай лайăхлатнă, иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе регион Раççей Федерацийĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Республикăра патшалăх тата муниципалитет услугисене электронлă формăпа илнĕ граждансен тÿпи иртнĕ çул итогĕсемпе 69 процента çитнĕ. Пĕлтĕр ку кăтарту 48,4 процент пулнă.
Тутарстан Республики иртнĕ çулхи пекех, рейтинг лидерĕ пулса тăрать, унта, Росстат даннăйĕсем тăрăх, электронлă услугăсемпе граждансен 79,7 проценчĕ усă курать.
Аса илтеретпĕр, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 601 номерлĕ “Патшалăх управленийĕн тытăмне çĕнетсе лайăхлатмалли çул-йĕрĕн никĕсĕсем çинчен” Указĕпе килĕшÿллĕн патшалăхăн электронлă услугисемпе усă куракан граждансен тÿпи 2018 çулта 70 процентпа танлашмалла.
Регистрациленнисем патшалăх услугисен Пĕрлехи порталĕнче (ЕПГУ) дистанциллĕ майпа социаллă пĕлтерĕ-шлĕ тĕрлĕ услугăсем илме пултараççĕ. Çапла унпа усă курса штрафсем тÿлеме, автомобиле регистрацилеме документсем тăратма, водитель прави, загранпаспорт илме, мăшăрланнине регистрацилеме заявлени тăратма пулать тата ыт.те.
Порталта регистрациленме харпăр хăй ятне, хушаматне, мобильнăй телефон номерне е электронлă почта адресне кăна кăтартмалла.
Чăваш Енре Пĕрлехи портала анлăн кĕрес енĕпе унпа усă куракансене тивĕçтерекен центрсем те туса хунă. Порталта регистрациленме тата шута илнине нумай функциллĕ центрсенче, ĕçпе тивĕçтерекен центрта, пенси фондĕнче, ГИБДДн регистраципе экзаменаци уйрăмĕсенче, ЗАГС пайĕ-нче тата çавăн пекех республикăри информаци технологийĕсен центрĕ-нче те çирĕплетме пулать.
Пĕрлехи портал услугисем илмелли заявкăна кирек хăш вăхăтра та Интернета тухса кирек мĕнле хатĕр урлă та йĕркелеме май пур.

Александр Иванов, ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацин министрĕ:
-Чăваш Енре патшалăх пулăшăвĕсене электрон мелпе илекен граждансен шутне ÿстерес тесе пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. Кăтартусем савăнтараççĕ: Росстат 2016 çулшăн хатĕрленĕ пĕтĕмлетÿсемпе килĕшÿллĕн - пирĕн республика Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăннă. Пурнăçпа тан пыракансене, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курса вăхăта хаклакансене тата перекетлекенсене тав тăвас килет. Çак меслете, чиновниксемпе куçа-куçăн тĕл пулмасăрах хутшăнма май параканскере, тивĕçлипе хаклакан граждансен шучĕ кăçал тата ÿсессе шанатпăр. Массăллă информаци хатĕрĕсем электрон пулăшу ĕçĕсен ят-сумне анлăлатас тĕлĕшпе малашне те хастар ĕçлĕç: çак меслет питĕ меллĕ-çке - гражданин вĕсене кирек хăш вăхăтра та, кирек ăçта та илме пултарать, çапла майпа черетсенчен, вăрăма тăсăлакан бюрократи процедурисенчен хăтăлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика