АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Проектсене сÿтсе явнă

24 марта 2017 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта анлă Интернет çыхăнăвĕпе тивĕçтерес пирки “Ростелеком” ПАО “Атăл” макрорегионсен филиалĕн вице-президенчĕпе Дмитрий Проскурапа тĕплĕн сÿтсе явнă. 2017 çулта Шупашкар районĕнче çыхăну линийĕсене 217,4 çухрăм чухлĕ сарма палăртнă. Чăваш Республикинче çак ĕçсене пурнăçа кĕртме пĕтĕмпе 250 млн тенкĕ палăртса хунă. 
Ытти проектсем пирки те сăмах пуçарнă. Калăпăр, автомашина çулĕсем çинче йывăр таварсем тиенĕ машинăсене тĕрĕслев витĕр кăларма май паракан тытăма ĕçе кĕртесси. Енчен те çакă пурнăçа кĕрсен, республика хыснине штрафсенчен çулталăкне 500 млн ытла укçа пырса кĕрĕ.
Кун йышши проекта Чулхулара пурнăçланă.
Дмитрий Проскура тепĕр проект пирки те каланă, ăна ЖКХ тытăмĕнче пурăнмалли çурт-йĕрсенчен счетчик кăтартăвĕсене пĕлсе тăмалли тепĕр мел тăвасшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика