21 марта 2017 г.
Ачаран ашшĕ ăсталăхне курса ÿснĕ вăл, унран ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме тăрăшнă. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех каникулсенче Вениамин ашшĕне пулăшма çÿренĕ. Ашшĕ, Никита Иванович Иванов ?ялтилле Мĕкĕте/, паллă кăмака ăсти пулнă, хăй пурăнакан Кивĕ Пуянкассинче кăна мар, таврари ялсенче те лайăх пĕлнĕ ăна. Мĕн ватăлса виличченех çынсемшĕн тăрăшнă вăл, вĕсене хăтлăх, ăшă парнеленĕ. Унпа пĕрле çак ĕçе ывăлĕ Вениамин та хăй тÿпине хывма тăрăшнă.
Вениамин Никитич ашшĕн ăсталăхне ĕмĕрлĕ-хе ăша хывма тимленĕ. Вăл хальхи вăхăтра ытларах Мускава тата унăн таврашне ĕçлеме çÿрет. Унта камин ?уçă кăмака/ янтăлать. Хăйпе пĕрле кĕрÿшне те илсе çÿрет. Ăна та хăйĕн ăсталăхне хăнăхтарать. Нумайăшĕ лайăх пĕлет ăна, унăн ăсталăхĕпе, аллин çыпăçулăхĕпе питĕ кăмăллă пулнине каласа параççĕ. Хăй тăвакан ĕçе чун ăшшине хывать. Ленинград, Тула таранах чĕнсе илнине, 300 ытла камин тунине калать вăл. Камина иккĕмĕш хутра ăшăнмалла та, котелпа та, котелсăр та тума пултарать иккен. Çавăнпа тăтăшах, уйрăмах çăва тухсан, пĕри те тепри ĕçлеме чĕнсе илеççĕ Вениамин Никитича. Ăсталăхĕ, ĕç опычĕ пысăкран, ăна шаннăран ĕнтĕ ку. Алли ылтăн пулнăранах, ĕçе ÿркенменренех хăйĕн килне те пурне те кăмăла каймалла лайăх çавăрнă. Бассейн та пур пахчинче, шывĕ те “сăртран” чулсем хушшипе валаксем тăрăх шăнкăртатса юхса выртать, унтах тĕрлĕ чечексем илем кÿреççĕ. Пÿрт умĕнче мăнукĕсене ача-пăча площадки туса панă. Ытти ачасем те кĕшĕлех пухăнаççĕ унта. Юнашар янтăланă çуртра гараж, бильярднăй, инструментсен склачĕ пур. Пахчара беседка вырнаçнă, улма-çырла йывăçĕ-сем чылай.
Вениамин Никитич çемьеллĕ. Мăшăрĕ, Василиса Павловна, чылайранпа райцентрта çĕвĕçре вăй хурать. Ĕçе пултарнăран, япалисем ятуллă пулса тухаççĕ унăн. Упăшкипе арăмĕ ялан пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Ачисем пурте вĕреннĕ, тĕрлĕ специальноç илнĕ. Пурте çемьеллĕ. Вениамин Никитичпа Василиса Павловна ачисемпе тата кĕрÿшĕсемпе кăна мар, мăнукĕсемпе те савăнаççĕ. Вĕсем канмалли кунсемпе уявсенче килсех тăраççĕ ашшĕ-амăшĕн килне. Ялан çапла пултăр.