21 марта 2017 г.

Иртнĕ кунсенче Тăвайри больницăн поликлиникинче пушар сигналĕ янăраса кайрĕ. “Пĕр пÿлĕмре вут-кăвар алхасма пуçланă. Хăвăрт урама тухмалла!” - васкатрĕç врач пÿлĕмĕсене кĕме хатĕрленекенсене тивĕçлĕ çынсем. Пушарниксем килсе çитиччен çуртăн икĕ хутĕнчи çынсене урама кăларчĕç, условнăй вут-кăвара сÿнтерме тытăнчĕç Тăвайри ирĕклĕ дружина членĕсемпе ытти вăйпитти çынсем.
Кĕçех Тăвайри 45-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн 2 уйрăмĕ ?автомашини/, сасă парса, поликлиника çурчĕ умне çитсе тăчĕç. Ятарлă тумсем тăхăннă пушарниксем хăвăрт автомашина ăшĕнчен тухрĕç. Пушара сÿнтерме, çынсен сывлăхĕшĕн тимлеме вĕренессипе ответлă çынсем штаб йĕркелерĕç те командăсем пама тытăнчĕç.
Противогаз тăхăннă пушарниксем шывпа тивĕçтерекен пăрăха шала йăтса кĕчĕç “хĕрлĕ автана” парăнтарма. Ăнсăртран аманса юлнă хĕрарăма, противогаз тăхăнтарса, йăтса тухрĕç вĕсем кĕçех.
Юлашкинчен урамри çынсене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалли пирки аса илтерчĕç, çакнашкал вĕренÿсем тăтăшрах ирттерме кирли çинчен каларĕç, çынсене эвакуациленĕ чухне пулнă йăнăшсене асăнчĕç. Районти ятарлă служба вĕренÿре хăйсене ответлăхлă туйнине пăхса савăнчĕç çынсем.
А.ИВАНОВА.