АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ятарлă комисси ларăвĕнче

21 марта 2017 г.

Наркотикла япаласене хирĕçлекен комиссин ларăвĕ пулчĕ район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче.
Йывăр лару-тăрăва лекнисене ĕçпе тивĕçтерессине сÿтсе яврĕç малтан пухăннисем. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба директорĕ Любовь Кузьмина тухса калаçрĕ.
“Кашни ларурах сăмах тапрататпăр-ха çакăн пирки. 2016 çулта хăйсен кăмăлне каякан ĕç шыраса 822 çын пынă пирĕн центра. Вĕсенчен 283-шне ĕçсĕррисен шутне кĕртнĕ. Социаллă хăрушлăхлă çемьесенчен 3 гражданин ĕç шыраса пынă, пĕрне служба направленийĕпе ĕçе вырнаçтарнă, тепĕрне обществăлла ĕçре ырă тĕслĕх кăтартма сĕннĕ”, - пĕлтерчĕ Любовь Михайловна.
Тăвай енре наркотик енĕпе мĕнле лару-тăру пулни пирки полици уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕ Роман Александров каласа кăтартнă. Наркотикла япаласене хирĕçлекен профилактика ĕçĕсене лайăхлатсах пыма сĕннĕ вăл. Вĕрентекенсем, психологсем, директорăн воспитани енĕпе ĕлекен заместителĕ-сем, класс ертÿçисем ку енĕпе питĕ тимлĕ пулмалла. Врач рецепчĕсĕр наркотикла япаласемпе усă куракансене тупса палăртас енĕпе ĕçлессине вăйлатмалла.
Социаллă хăрушлăхлă çемьесен чысне тавăрасси пирки мĕнле ыйтусем татса пани çинчен халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Александр Степанов тухса калаçнă.
-Социаллă ĕçсен специалисчĕсемпе, социаллă педагогпа, КДН секретарĕпе, участокри педиатрпа, полици сотрудникĕпе, ял тăрăхĕсен ответлă работникĕсемпе пĕрле ĕçлетпĕр. Çемье мĕнлерех условисенче пурăннине тĕпчетпĕр, конкретлă кил-йыш пирки информаци пухатпăр. Вĕсем тăрăх çемье чысне тавăрмалли план тăватпăр. Кил-йышсенче тухса тăнă проблемăсене мĕнле татса парасси пирки калаçатпăр вĕсемпе, - тенĕ Александр Григорьевич.
Наркотикла япаласене хирĕçлекен комисси секретарĕ Оксана Кириллова пĕтĕм Раççейри “Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер” акци мартăн 13-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен пынине пĕлтернĕ.
А.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика