АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайне çула тухрăмăр

21 марта 2017 г.

Час-часах çула тухса çÿреççĕ Чутей шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем. Ку хутĕнче шкул автобусĕн ĕçчен водителĕ В.А.Волков 5-7-мĕш классенчи ачасен ушкăнне Тăвайне илсе çитерчĕ. Чи малтанах Л.Г.Краснова тата Л.А.Михайлова класс ертÿçисем ачасене краеведени музейне илсе кĕчĕç. Музей директорĕ Светлана Архиповна пурне те ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Тĕрлĕ пÿлĕме кĕрсе курчĕç ачасем, выставкăсемпе, экспонатсемпе паллашрĕç. Уйрăмах вĕсене Кивĕ Пуянкасси ялĕнче пурăнакан Юрий Иванович Павлов шăрпăкран ăсталанă экспонатсем килĕшрĕç. Тĕлĕнмелле кăткăс ĕç! С.Сергеева экскурсовод П.М.Меркурьев ÿкернĕ диорама умĕнче каласа панине ачасем сывламасăр тенĕ пек итлерĕç. 75 çул каялла блиндаж окоп чавса инçе çул туни çинче чарăнса тăчĕ вăл. Çав вăхăтра хĕрарăмсен Мария Васильевна Сорокинан (Тенеялĕнче çуралнă, халĕ Тăвайĕнче пурăнать), Валентина Ильинична Александрован (Вăрманхĕ-рринче çуралнă, халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать) хĕллехи шартлама сивве пăхмасăр вăй хуни çинчен калакан çырăвĕ-сем те пăлхантарчĕç ачасене.
Музейрен тухсан пурте “Аль” ФСКана бассейна çул тытрĕç. Шывра ишме пĕлекенсен йышĕ хутшăнсах пыни вĕрентекене те савăнтарать. Тренажер залĕнче сывлăха çирĕплетекенсем пулчĕç. Çулçÿрев кашни ачашăн усăллă иртрĕ.
Л.МИХАЙЛОВА, Чутей ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика